Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çуртсене юсаççĕ, асăрхаса тăраççĕ

Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче районта строительство ĕçĕсем анлă сарăлса кайнă. Производство объекчĕсем, пурăнмалли çуртсем, культура, сывлăх, вĕрентÿ учрежденийĕсем пĕрин хыççăн тепри çĕкленнĕ. Анчах та районта вĕсене палăртнă вăхăтра туса пĕтерсе хута яма строительство хăвачĕсем пулман. Çавна май 1966 çулта Вăрнарта юсавпа строительство участокĕ туса хунă. Хăйĕн производство базине хатĕрленипе пĕрлех çĕнĕ организаци районта вуншар объект хăпартнă. Çав шутра пурăнмалли çуртсем, Вăрнарти иккĕмĕш вăтам шкул, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат, районти культура çурчĕ, районти тĕп больницăн поликлиникипе ача çуратмалли çурчĕ, автостанци, транспорта çунтармалли япаласемпе тивĕçтерекен станци тата ытти те туса лартнă. Кунсăр пуçне поселокри А.Иванов, Советски, Ленин урамĕсенче тротуарсем сарнă, пурăнмалли çуртсене тĕпрен юсанă.

Çĕршывра улшăнусен тапхăрĕ пуçланнă хыççăн хăшпĕр строительство организацийĕсем панкрута тухрĕç, саланса кайрĕç. Анчах та юсавпа строительство участокĕ çак авăртан хăтăлса юлма пултарчĕ. Халĕ поселокра та, районта та çĕнĕ çурт-йĕр малтанхи чухлĕ çĕклемеççĕ. Çавна май юсавпа строительство участокĕн ĕçĕнче те улшăнусем пулса иртнĕ. Иртнĕ çулхи апрель уйăхĕнче участок пурăнмалли çурт-йĕр тата комуналлă хуçалăх управленийĕпе поселокăн хĕвелтухăç вĕçĕнчи Ленин, Советски, Строительнăй урамсенчи пурăнмалли çуртсенчи шыв, ăшă, канализаци системисене пăхса-асăрхаса тăма, картишсене тирпей-илем кĕртме килĕшÿ тунă. Çавна май штата слесарьсене кĕртнĕ. Халĕ кунта тăватă слесарь ĕçлет. Вĕсем черетпе дежурство тăраççĕ, инкек пулсан  канмалли кунсенче те, уявра та юсав ĕçĕсене тытăнма хатĕр. Ĕçĕ вара вĕсен канăçсăр. Шыв, ăшă, канализаци системисем кивелсе çитнĕ. Кранран, батарейăсемпе пăрăхсенчен шыв юхма пуçлани час-часах пулать. Дежурство сайра хутра кăна лăпкă иртет. Слесарьсем тĕрлĕрен кăлтăка вăхăтра юсама тăрăшаççĕ. Уйрăмах Владимир Игнатьевпа Валерий Александров пултаруллă. Владимир Иванов мастер слесарьсене пĕр кăлтăксăр ĕçлеме майсем туса парассишĕн нумай тăрăшать.

Çавăн пекех юсавпа строительство участокĕн икĕ дворник пур. Алевтина Денисенко Ленин тата Чернышевски урамĕсенчи, Елена Юдина Строительнăй тата Ленин урамĕсенчи нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене тирпей-илем кĕртеççĕ, хĕлле подъездсем патне пыракан çулсене юртан тасатаççĕ. Иккĕшĕ те хăйсен тивĕçĕсене тăрăшса пурнăçлаççĕ.

Çав вăхăтрах участок пурăнмалли çуртсене юсассипе те нумай тăрăшать. Пĕлтĕр Ленин урамĕнчи 105-мĕш, 107-мĕш, 109-мĕш çуртсене тĕпрен юсанă.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2004
00:00
Поделиться
;