Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çутă пралукне татса кайнă

Вăрнарта халĕ пушă ларакан çуртсем сахал мар. Вĕсен хуçисем е хулана тухса кайнă, е поселокра нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнаççĕ. Çулла кăна пахчисенче çимĕçсем çитĕнтереççĕ, çурчĕсемпе дача вырăнне усă кураççĕ. Карл Маркс урамĕнче пурăнакан П-н та Первомайски урамра çакăн пек çурт пур. Иртнĕ эрне вĕçĕнче вăл унта çитнĕ те хăйĕн куçне хăй ĕненмен. Пÿрт патне пыракан электричество пралукĕ çĕр çăтнă пекех çухалнă. Юпа çинче кăна çын аллинчен çÿлерехре пралук вĕçĕ сулланса тăнă. П. хăйĕн пÿртне электричество темиçе хут явнă алюмини пралукпа кĕртнĕ пулнă. Мухмăр чĕртессишĕн хыпăнса тĕслĕ металл шыракансем тунă ĕнтĕ çак путсĕр ĕçе. Унччен те пĕр темиçе çул маларах унне мунчаран хуран, чугун, ытти алюмини савăтсене илсе кайнă пулнă.

- Юрать-ха чÿречесене çĕмĕрсе, пÿрте тустарса хăварман, - тет халĕ П. - Пралукне вара татах карма пулать.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2004
00:00
Поделиться
;