Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Манăçа кăларма юрамасть

Салтак службине Сахалин утравĕ çинче ирттерме тиврĕ. Унта эпĕ Ленинград каччипе Николай Исаевпа паллашрăм. Вăл Сахалина Ленинградри техника училищинче вĕреннĕ хыççăн пулă тытакан сейнер çине мотористра ĕçлеме килнĕ пулнă. Салтака кайма вăхăт çитсен унтанах çар службине лекнĕ. Иксĕмĕр те шывра ишекен ПТ-76 танк механик-водителĕ пултăмăр. Вăл манран икĕ çул аслăрахчĕ. Çавăнпа службăна манран маларах пĕтерсе кайрĕ. Пĕррехинче командир хушнипе пистолетран пемелли тира мишеньсем вырнаçтарма ыттисенчен маларах кайрăмăр. Пушă вăхăтпа усă курса ачалăх çинчен аса илме пуçларăмăр. Эпĕ вăрçă çулĕсенче еплерех нуша тÿссе ÿсни çинчен каласа кăтартрăм. Коля вара вăрçа хăй куçĕпе курнă. 900 куна пынă блокада вăхăтĕнче аслисемпе пĕрле ачасен те вилĕме куçран пăхма тивнĕ.

- Пĕр-пĕр кушак асăрхасан тытса çиме тесе кунĕпех хăвалаттăмăрччĕ, - каласа кăтартрĕ Коля - Выçăпа аптăранă çынсем малтан шыçăнса хитреленсе каятчĕç, кайран начарланнипе шăммипе тирĕ кăна тăрса юлса вилетчĕç. Кÿршĕ хĕрарăмĕ выçăпа вилнĕ ачине пĕçерсе çинĕ, кайран хăй те ухмаха тухса вилчĕ.

Служба хыççăн Кольăпа иксĕмĕр утрав çинче Углегорск хулинчи çĕркăмрăк кăларакан шахтăна ĕçлеме юласшăнччĕ. Çак тĕллевпе унта çитсе те куртăмăр. Анчах аяла ансан тĕкĕленĕ юпасем алăпа тĕкĕнсенех сулланнине асăрхарăмăр та хамăр шухăша пăрахăçларăмăр.

Юлташăм чĕннипе служба хыççăн Ленинграда та çитсе куртăм. Хаклă хăна вырăнне хурса кĕтсе илчĕ вăл мана. Хăналаннă хыççăн сĕтел хушшинчен тухиччен амăшĕ сĕтел çинчи çăкăр тĕпренчĕкĕсене алăпа шăлса пуçтарчĕ те хутаçа çыхса хучĕ.

- Ан тĕлĕн анне çавăн пек хăтланнăшăн, - терĕ юлташăм -  Вăрçă вăхăтĕнчи выçлăх çулсене халĕ те манаймасть. Блокада кунĕсене пуçран кăларса манăçа хăварма çав тери йывăр.

Çапла, питех те пысăк йывăрлăх кÿнĕ Ленинград çыннисене 900 куна пынă блокада. Урăх çакăн пек килсе ан тухтăр тесе ăна пирĕн те, пулас ăрусен те манăçа кăлармалла мар.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2004
00:00
Поделиться
;