Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Татьянăсен кунĕнче

Мăн Явăшри вăтам шкулта Татьянăсен кунне халалласа пысăк уяв иртрĕ. Ăна шкулти хăйтытăмлăх управленийĕ, Е.Петрова аслă вожатăй, ачасене воспитани парас енĕпе ĕçлекен А.Павлова тăрăшнипе йĕркелерĕç.

Татьянăсем тĕрлĕ ăмăртусенче хăйсен тавçăрулăхне, пултарулăхне кăтартса тĕлĕнтерчĕç. Жюри членĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх “Чи тавçăрулли” ята шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен учитель Татьяна Иванова тивĕçрĕ. 6-мĕш класри Татьяна Романова “Чи пултарулли”, 3-мĕш класри Татьяна Трофимова “Чи сăпайли”, 9-мĕш класри Татьяна Федорова “Чи илĕртÿлли”, 7-мĕш класри Татьяна Максимова “Чи кăмăлли” номинацисенче çĕнтерчĕç.

Уйкас Явăшри культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ Татьянăсене юрă-ташăпа саламларĕ. Çак уявпа куракансем те, конкурсра хутшăнакансем те кăмăллă юлчĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2004
00:00
Поделиться
;