Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чăваш чĕлхине вĕрентекенсен конференцийĕнче

Кăрлач уйăхĕн 23-че Пăртасри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен наукăпа практика конференцийĕ пулса иртрĕ. Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологипе культурологи кафедринчи преподавательсем, районти вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Людмила Аркадьевна Никифорова, Роза Васильевна Федорова методист, Çĕмĕрле, Элĕк, Йĕпреç районĕсенчи вĕрентÿ пайĕн методисчĕсем тата Вăрнар районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хутшăнчĕç.

Конференцире çакăн пек ыйтусем пăхса тухрĕç: хальхи саманара вĕрентÿ учрежденийĕсенче чăваш чĕлхипе литературине çĕнĕлле вĕрентесси, чăваш чĕлхи урокĕсенче çĕнĕ орфографи правилисемпе тĕрĕс усă курасси, вăтам шкултан вĕренсе тухакансене чăваш чĕлхипе литературипе пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытмалли текстсемпе паллаштарни.

ЧПУ-н чăваш филологипе культура факультечĕн деканĕ В.Г.Родионов профессор çак факультетăн ĕçĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, унта вĕренме кĕмелли условисемпе паллаштарчĕ. Унтан вĕренсе тухакансем нумай енлĕ специальность илме пултарни çинче чарăнса тăчĕ. Шкул ачисене çав уйрăма  вĕренме чĕнсе каларĕ.

Культурологи кафедрин ертÿçи Г.И.Федоров профессор чăваш литературине вĕрентнĕ чухне чăваш писателĕсемпе поэчĕсен произведенийĕсенчи ырă сăнарсем тăрăх ачасене тĕрĕс воспитани парас пирки кирлĕ сĕнÿсем пачĕ.

Чăваш чĕлхи кафедрин преподавателĕ В.И.Сергеев чăваш чĕлхи епле пуян пулни çинчен, ăна тĕпчесе пырсан тĕрлĕ интереслĕ шухăшсем патне пыма пултарни çинчен ăнлантарчĕ.

А.М.Иванова, чăваш тата тухăç чĕлхе пĕлĕвĕн кафедрин аслă преподавателĕ, шкултан вĕренсе тухнă чух вĕренекенсем ытти предметсем пекех чăваш чĕлхипе литературине пĕрлехи патшалăх экзаменсем тытмалли йĕркепе паллаштарчĕ.

Пирĕн ентеш, Пăртасри вăтам шкултан вĕренсе тухнă Л.П.Петров, чăваш тата тухăç чĕлхе пĕлĕвĕн кафедрин доценчĕ, патшалăх статуслă чăваш чĕлхин паянхи çивĕч ыйтăвĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Тăван чĕлхене юратма, упрама пĕлмелли пирки чĕнсе каларĕ. Хамăр районта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене яланах университетпа тачă çыхăну тытма хушрĕ. Вăл яланах район ĕçĕсемпе интересленсе тăни çинчен пĕлтерчĕ, малашне те ĕçре пысăк çитĕнÿсем туса пыма сунчĕ.

Юлашкинчен район администрацийĕнчи вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Л.А.Никифорова хăнасене çакăн пек тĕлпулушăн чунтан тав турĕ, учительсене хăйсен ĕçне малашне те юратса туса пыма сунчĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ĕçĕ епле пархатарлине палăртрĕ. Конференци хыççăн университетăн культурологи факультетĕнче вĕренекенсен “Сипет” ансамблĕ чаплă концерт лартса пачĕ.

Пăртасри вăтам шкулта ĕçлекенсем хăнасене çуллĕ шайра кĕтсе илсе ăсатса ячĕç. Малашне те çакăн пек тĕлпулусем пуласса шантарчĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
31 января 2004
00:00
Поделиться
;