Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хаçатăмăра пĕрле калăплатпăр

Хаçатăмăра пĕрле калăплатпăр

Кил-çурт ача сассипе илемлĕ теççĕ. Хаçат вара ăна вулакансен çырăвĕсемпе вара ăна вулакансен çырăвĕсемпе тата хыпарĕсемпе пуянланать, интереслĕрех пулать. Çавна тĕпе хурса, хамăрăн çывăх вăхăтри тĕллевсене палăртас тесе юнкун  “Çĕнтерў çулĕ” редакцине штатра тăман активлă корреспондентсене пуçтартăмăр. Юлашки вунă çулта вĕсене пачах пухса калаçман, пĕрлехи канашлусене пăрахăçланă. Çакă, паллах, хаçатăн сăн-сăпачĕ, содержанийĕ çине те витĕм кÿнĕ. Юратнă хаçатăмăрăн тусĕсем вара унăн шăпишĕн хăйсем те яваплă тесе шутлаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ хапăлласах пуçтарăнчĕç вĕсем çав кун.

Пĕр-пĕринпе, журналистсен ĕçĕпе кашни пайра тĕплĕн паллашнă хыççăн пухăннисене Иванов район энциклопедине хатĕрлеме пуçлани çинчен каласа кăтартрĕ. Воля Афанасьевич ĕмĕрĕпех яваплă вырăнсенче ĕçленĕ. Çав вăхăтрах историе кĕрсе юлнă пулăмсем, çынсем çинчен кĕскен те пулсан çырса пынă. Халĕ вĕсене пĕтĕмлетсе кĕнеке пичетлесе кăларма шутлать. Ку енĕпе раăон администрацийĕ укçа-тенкĕ уйăрать. Çитĕнекен ăрусемшĕн паха энциклопеди Аслă Çĕнтерў 60 çул тултарнă тĕле хатĕр пулмалла. Унта кĕртмелли материалсене пухма пулăшма ыйтрĕ Те вăл обществăлла корреспондентсенчен. Ыйтусем те чылай пулчĕç. Вăрманкасра пурăнакан маргарита Викторовна Кудряшова акă, материалсене вырăнти администрацисем урлă редколлегине çитерсе пама сĕнчĕ. Мăн Явăшри Владимир Иванович Толстов вара штатра тăман активлă корреспондентсене те кĕнекене кĕртмеллине, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен хаçат страницисем çинче çырса кăтартмаллине палăртрĕ.

Воля Афанасьевич халĕ тивĕçлĕ канура пулин те редакципе тачă çыхăну тытать, канашсем парать. Тавах ăна уншăн.

Кулленхи ĕçсем пирки те калаçу çивĕч иртрĕ. М.Кудряшова кашни ялтанах хаçата çырса тăракансем пулсан ăна ытларах çырăнса илессе шантарчĕ. Çапла вара вырăнти активистсене тупсп палăртма, журналистика ĕçне явăçтарма сĕнчĕ. Енĕшрен килнĕ Виктор Нестерович Нестеров шкулсенче çамрăк çыравçăсен ушкăнĕсене йĕркелесен аваннине палăртрĕ. “Ку ĕçре чăваш чĕлхи учителĕсем пулăшма пултараççĕ”, - терĕ вăл. Çавăн пекех хаçатра тĕрлĕ темăсене лайăхрах çутатас енĕпе конкурссем ирттерни вулакансемшĕн интереслĕ пуласса аса илтерчĕ.

Редакцире вăй хуракансем хальхи вăхăтра мĕнле ыйтусене хаçатра ытларах çĕклеме кирлине палăртнине интересленсе итлерĕç, материалсем ытларах та ытларах çитерсе пама хавхаланчĕç. Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ “Çĕнтерў çулнĕ” Вăрнартах пичетлетпĕр. Офсет майĕпе пичетлекен машинăна хута янăранпа укçа-тенкĕпе аяккалла тăккаламастпăр. Канашлăва пухăннисем типографинче пулса хаçат кун çути курнин мелĕпе паллашрĕç. Ĕлĕкхине аса илсе, полиграфистсен çăмăл мар ĕçне палăртрĕç. Алă вĕççĕн кашни саспаллине пуçтарса сăмаха вырнаçтарма, çапла пĕтĕм хаçата калăплама ăсталăх кирлĕ, паллах. Халĕ, ĕнтĕ, ĕçĕ ансатланчĕ. Анчах кăткăс машинисемпе тимлеме те пысăк пĕлÿ кирлĕ. Типографире вăй хуракансем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе хаваслансах паллаштарчĕç.

Юлашкинчен чи хастаррисене Хисеп грамотисемпе парнесем тивĕçрĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
31 января 2004
00:00
Поделиться
;