Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тимсĕрлĕх хакла ларать

Вăрă хыççăн юлать, вут-çулăм вара нимĕн те хăвармасть, мĕнпур пурлăха пĕр самантра тĕп тăвать. Çавăнпа та пушара çĕр çĕр çинчи чи хăрушă инкексен шутне кĕртмелле пулĕ. Пушарсемпе çыхăннă районти лару-тăрăва тишкерсен çакă паллă: 2003 çулта 67 хут “хĕрлĕ автан” ташланă, 2002 çулта 74 тĕслĕх шута илнĕ. Пушарсен хисепĕ чакни, паллах савăнтарать, анчах иртнĕ çулта вĕсенче 6 çын вилнĕ (2002 çулта - 3). Чăнах та, вут-çулăмра çын пурнăçĕ татăлнине нимĕнле пурлăхпа та, укçа-тенкĕпе те саплаштараймастăн. Çавăн пекех пĕлтĕр пушарта пĕр ача вилнĕ, 2001 çулта кун пек тĕслĕх пулман. Пушарсенче пурĕ 244 пин тенкĕ ытла пурлăх пĕтнĕ, виçĕмçул ку кăтарту тата нумайрах пулнă - 375 пин тенкĕ.

Иртнĕ çулталăкра вут-çулăм ытларах Вăрнарта алхаснă, поселокра 16 пушар тухнă, 2002 çулта - 11 тĕслĕх шута илнĕ.  Пăртас, Шĕнер Ишек, Ершепуç ял администрацийĕсенче çавăн пекех 5-шер тĕслĕх пулнă. Калинино, Санарпуç, Çĕрпел, Уравăш, Ярмушка ял администрацийĕсенче вут-кăвар виçĕмçулхинчен ытларах тухнине палăртмалла.

Мĕнрен тухаççĕ-ха пушарсем; Чи анлă сарăлнă сăлтавĕ - чĕлĕм туртнă чухне асăрханусăр пулни. Нумайăшĕ чĕлĕме выртнă чухнех чĕртсе ярать, кайран сÿнтерме манса каять. Çавна пула ĕнтĕ вут-кăвар тухать. Иртнĕ çулта, акă, чĕлĕм туртнă чухнехи тимсĕрлĕхе пула 14 пушар пулнă. Электричество проводкин юсавсăрлăхĕ те инкек патне илсе çитерет, 2003 çулта çак сăлтавшăнах районта 13 хутчен çулăм ялкăшнă. Хутмалли кăмакасемпе, электричество оборудованийĕпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнишĕн 10 пушар сиксе тухнă.

Çĕнĕ 2004 çула кĕтĕмĕр ĕнтĕ, кĕçех çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕ вĕçленет. Вăл Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсемшĕн, тÿрех каламалла, пĕртте канлĕ иртмест. Ку таранччен çине-çинех вут-кăвар тухнине пула пушарниксен кирек хăш вăхăтра та сыхă пулма тивет. Акă, çулталăкăн иккĕмĕш кунĕнчех пĕрремĕш пушар Калинино салинчи “Блинная” кафере тухнă. Унăн сăлтавне тупса палăртайман-ха, анчах “01” службин ĕçченĕсем кафе çуртне вут тĕртнĕ тесе шутлаççĕ.

Январĕн 6-мĕшĕнче “хĕрлĕ автан” Енĕшре ташланă. В.Николаевăн хуçалăхĕ çунса кĕлленнĕ, пурăнмалли çуртпа килти пурлăх тĕп пулнă. Тепĕр эрнерен “Новый путь” ялхуçалăх производство кооперативĕн арманĕ çунса кайнă. Çав куннех январĕн 13-мĕшĕнче, пушарниксен тата тепĕр пушара сÿнтерме лекнĕ. Аçăмçырминчи А.Пырский хуçалăхĕнче тухнă пушар пирки 18 сехет иртсен шăнкăравласа пĕлтернĕ. Пушар машинисем çийĕнчех палăртнă вырăна тухса кайнă. Вут-кăварта килти пурлăх çунса кĕлленнипе пĕрлех пепке пурнăçĕ те татăлнă. Инкекĕн малтан палăртнă сăлтавĕ - ача-пăча шăрпăкпа алхасни.

Январĕн 16-мĕшĕнче пушар ялхуçалăх техникумĕн вĕренмелли корпусĕнче тухнă. 100 тăваткал метр çинче сарăлнă вут-кăвара пушарниксем вăхăтра сÿнтернĕ.

Çапла, çÿлерех илсе кăтартнă тĕслĕхсем вутпа асăрхануллă пулмалли, йĕркене çирĕп пăхăнмалли пирки калаççĕ. Яланах сыхă пулни  инкекрен хăтăлма пулăшать.


"Çĕнтерÿ çуле"
31 января 2004
00:00
Поделиться
;