Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнтерĕве алăран ямаççĕ

Январĕн 31-мĕшĕнче Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул тата 29-мĕш професси училищин спортзалĕсенче волейбол вăййисен уçă турнирĕ иртнĕ. Унта хамăр районти “Вурнарыгаз” предприятин, Кĕçĕн Кипекри, Малти Ишекри, вăтам шкулсен, “Эврика”, училищĕн, ялхуçалăх техникумĕн, шалти ĕçсен районти пайĕн, Йĕпреç районĕнчи “Вымпел” тата Патăръел районĕнчи “Этус” командисем тупăшнă.

Икĕ ушкăнри вăйĕсем те çав тери çивĕч иртнĕ. Малтанхи турсем хыççăн пĕрремĕшĕнче “Вымпелпа” йĕрке хуралçисем, иккĕмĕшĕнче “газовиксемпе” “Этус” вăйлăрах выляни палăрнă. Вĕсем полуфинала тухнă.

Финал умĕнчи вăйăсенче шалти ĕçсен районти пайĕн команди “Вурнарыгазран” 2:0 шутпа выляса илнĕ. “Этус” та “Вымпела” 2:1 шутпа çĕнтернĕ.

Финал уйрăмах хивре тапăшура иртнĕ. Виççĕмĕш вырăншăн пынă хĕрÿ ăмăртура “Вурнарыгаз” Йĕпреçри “Вымпелтан” виçĕ картине те выляса илнĕ.

Пĕрремĕш вырăншăн уйрăмах вăйлă командăсем кĕрешнĕ. Унта шалти ĕçсен районти пайĕн командипе Патăръелĕнчи “Этус” тĕл пулнă. Йĕрке хуралçисем (командăра - Р.Петров, О.Петров, Д.Комиссаров, Д.Трофимов, В.Кириллов, В.Матвеев, Н.Траков, В.Максимов, А.Матвеев) ку хутĕнче те çĕнтерĕве алăран яман, хăнасене 2:0 шутпа парăнтарнă, уçă турнирăн çĕнтерÿçисем пулса тăнă.

Канмалли кунсенче “Химик” стадионта хоккей ăмăртăвĕсем иртрĕç. Вăрнарти “Химик” Канашри “Локомотивпа” тĕл пулнă. Сăмах май калас пулсан, районта спортăн çак тĕсне “манма” та пуçланăччĕ ĕнтĕ, пĕр вунă çул та пулĕ хоккеистсем ăмăртусене хутшăнманни. Кăçал ку енĕпе çĕнĕрен команда йĕркеленĕ, тен, çавăнпах  та пулĕ малтанхи вăйăсем хокеистсемшĕн йăвăртарах иртеççĕ. Хальхинче хăнасене 3:6 шутпа выляса ячĕç пулин те вĕсен малашлăхне шанма пулать, кашни вăйă вĕсем çĕнтерес туйăмпа кĕреççĕ.

Хĕллехи мини-футбол турнирĕсем те малалла пыраççĕ. Халлĕхе “Химик” командăна çитекенни çук-ха, вĕсем пĕр очко та çухатман. Йĕпреçри “Прибористсем” пĕр вăйăра выляса янă, юлашки тур кăтартăвĕсемпе çĕнтерÿ таблицин иккĕмĕш пусăмне йышăнаççĕ. Виççĕмĕш вырăнта “Эврика” (Вăрнар).

Йĕлтĕрçĕсен те канма вăхăт çук. Шкулсенче район первенствипе чемпионатне, вăл февралĕн 7-мĕшĕнче Вăрнарти йĕлтĕр базинче иртет, хатĕрленсе ăмăртусем йĕркелеççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
04 февраля 2004
00:00
Поделиться
;