Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Инкек-синкекшĕн хамăрах айăплă

Юлашки çулсенче районта автомототранспорт хисепĕ вĕçĕмех ÿссе пырать. Эппин, çулсем çинче пурин те - водительсен те, çуран çÿрекенсен те - уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Тимлĕхе çухатни хакла ларма пултарнине самантлăха та манма кирлĕ мар. Иртнĕ çулхи кăтартусем, тĕрĕссипе, самаях пăшăрхантараççĕ. Çапла, район территорийĕнчи çулсем çинче пĕлтĕр 22 инкек пулнă, 11 çын пурнăçĕ татăлнă, 33-ĕн аманнă. 2002 çулта автомототранспортпа çыхăннă 35 инкек пулнăччĕ, 6 çын вилнĕччĕ, 38-шĕ аманнăччĕ.

Сăмах май каласан, пĕлтĕр хамăр республикăри çулсем çинче 1700 инкек-синкек çырăннă. Вĕсенче 320 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 1076-шĕ аманнă.

Хамăр район территорийĕнчи çулсем çинче 2003 çулта пулнă инкексемшĕн камсем айăплă; Тÿрех каламалла, 20 тĕслĕхĕнче айăпĕ водительсенче пулнине палăртнă. Ултă инкекĕнче вĕсем руль умне ÿсĕрпе ларнине çирĕплетнĕ, 13 тĕслĕхĕнче хăвăртлăха ытлашши ÿстерсе янă. Çулсене кирлĕ пек пăхса-асăрхаса тăманнине пула икĕ инкек пулнă. Çуран çÿрекенсен те айăп çук мар: çулсем çинче тимлĕхе çухатаççĕ е çывхарса килекен транспорт умĕпе чупса каçма хăтланаççĕ т.ыт. те. Çапла, пĕлтĕрхи виçĕ тĕслĕхре çуран çÿрекенсем айăплă пулнă.

Кăçалхи çул тĕлне районта 2881 автомототранспорта шута илнĕ. Вĕсенчен 1029-шĕ патшалăхăн, 1215-шĕ уйрăм çынсен шутланаççĕ. Мототранспорт хисепĕ 637-пе танлашать. Пĕтĕм автомототранспортăн 90 процентне патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Чăваш Республикинче, калăпăр, çак кăтарту 65,7 процентпа кăна танлашать.

Харпăр хăй транспорчĕпе çыхăннă инкексем 15 пулнă, вĕсенче 4 çын пурнăçĕ татăлнă, 24-шĕ аманнă.  Пĕлтĕр мотоциклсемпе çыхăннă инкексенче 3 çын вилни, 9-ăн аманни самаях пăшăрхантарать. Хамăр район территорийĕнчи çулсем çинче ют çĕртен килнĕ транспортпа çыхăннă пĕр инкек пулнă, 1 çын пурнăçĕ татăлнă, 2-ĕн аманнă.

Çулсем çинче инкек-синкек пуласран асăрхаттарас тĕллевпе пĕлтĕр 82 тĕрĕслев йĕркелерĕмĕр, палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме кăтартса 83 хушу çырса патăмăр.

Тĕллевлĕ рейдсене тăтăшах ирттеретпĕр. Калăпăр, иртнĕ çул “Автобус”, “Чугун çул переезчĕ”, “Асăрханăр - ачасем”, “Хăвăртлăх”, “Бахус”, “Техника тĕрĕслевĕ” тата ытти рейдсем водительсем çул-йĕр правилисене пăснă, руль умне ÿсĕр ларнă чылай тĕслĕхе тупса палăртма пулăшрĕç.

Шкулсенче тата ача сачĕсенче пулса тĕрлĕ темăпа 59 калаçу ирттертĕмĕр. Пĕлтĕр çавăн пекех районти механизаторсене пухса семинар-канашлу йĕркелерĕмĕр.

ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем тĕрлĕ преступленисене уçса парассипе те сахал мар тимлеççĕ. Çапла, иртнĕ çул вĕсем 22 киревсĕр ĕçе уçса пама пулăшнă. Çул-йĕр правилисене пăснăшăн 1652 водителе административлă йĕркепе явап тыттарнă, руль умне ÿсĕрпе ларнă 156 çынна тытса чарнă. ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем пĕлтĕр айăплисене 215 пин тенкĕлĕх штраф хунă.


"Çĕнтерÿ çуле"
04 февраля 2004
00:00
Поделиться
;