Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ЛАЙĂХ РЕЗУЛЬТАТСЕМПЕ САВĂНТАРАÇÇĔ

Иртнĕ канмалли кунсенче Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан кĕрешÿçĕсем черетлĕ ăмăртăва кайса килнĕ. Шупашкарта ирĕклĕ майпа кĕрешессипе арçын ачасем хушшинче иртнĕ Чăваш Республикин чемпионатĕнче кавир çине Чăваш енри хула-районсенчи 120 ытла кĕрешÿçи тухнă.

Вăрнар кĕрешÿçисем ку хутĕнче те лайăх результатсем кăтартма пултарнă. Данил Туринге  (халĕ Олимп резервисен училищинче вĕренет) хăйĕн виçе категорийĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Юрий Егоровпа (лицей) Сергей Елизаров (Вăрнарти 2-мĕш шкул) кĕмĕл, Денис Никифоров (Мăн Явăш) бронза призерсем пулса тăнă.

Кунсăр пуçне Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тепĕр воспитанникĕ Дмитрий Трофимов Атăлçи федераци округĕнче мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртусенче пĕрремĕш вырăн йышăннă, ăна Раççей пĕрлештернĕ команди йышне илнĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
04 февраля 2004
00:00
Поделиться
;