Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шанăçа тÿрре кăларнă

Парти райкомĕн кадрсем енĕпе ĕçлекен  секретарьне Евсей Дмитриевич Воробьева  пÿлĕмре  сайра-хутра кăна тĕл пулма  тивнĕ.  Куллен колхозсене çитнĕ вăл.  Отечествăллă вăрçă вăхăтĕнче  юхăннă хуçалăхсене ура çине тăратмалла.  Ăна  пурнăçлама вара кадрсем кирлĕ.

Вăрçă хыççăн хăйсен ялĕсене таврăннă  салтаксемпе тĕл пулса калаçса  чи шанчăклисене ответлă вырăнсене  шанса панă.

Пĕррехинче Калинин ячĕпе хисепленекен  колхозран  (хальхи «Гвардеец») парти райкомĕн секретарĕн пÿлĕмне улттăн кĕрсе тăнă.

- Виççĕмĕш хут килетпĕр ĕнтĕ ку ыйтупа сирĕн пата,- тенĕ вĕсем. - Евсей Дмитриевич пирĕн ял çынни вĕт,  ăна хамăр хуçалăхăн  ертÿçи тăвасшăн.

Вĕсене итленĕ хыççăн  пĕрремĕш секретарь ку ыйтăва бюрора пăхса тухма шантарнă.

Тепĕр кунне  Евсей Дмитриевич ир-ирех ял ĕçченĕсен  пухăвне çитнĕ.  - Ентешĕмĕре хамăр хуçалăха ертсе пыма шанатпăр,- тесе  пурте пĕр саслăн алă çĕкленĕ вĕсем.

Тÿрех ĕçе кÿлĕннĕ председатель. Хуçалăха аталантармалли çул-йĕре палăртнă. Паллах,  çынсемпе канашласа тунă ăна.  Обществăлла выльăх-чĕрлĕхĕн çирĕп базине  хывса хăвармалла. Апла пулсан çулран-çул тырпул тухăçлăхне ÿстерсе пымалла,  кирлĕ  чухлĕ утă-улăм хатĕрлемелле. Пĕр ĕç тепринпе тачă çыхăнса пурнăçа кĕрсе пытăр. Çавăн чухне кăна хуçалăх пуренлĕн  хăватлăн малалла аталанса пырĕ. Председатель кунне-çĕрне пĕлмесĕр тимленине кура  колхозниксем те  вăя шеллемен.  Ахальтен мар ĕнтĕ хуçалăх сулмаклă  утăмсемпе аталанма пуçланă.

1950 çулсен пуçламăшĕнче Калинино районĕнчи  колхозсем пĕрлешсе пысăкланнă. Ярмушкари  Калинин ячĕллĕ тата Пуканкассинчи  «Волга»,  Кивçурт Мăратри  «Красная звезда» колхозсем     пĕр хуçалăха  чăмăртаннă.

1957 çулта  Калинино тата Вăрнар районĕсем пĕрлешнĕ хыççăн  Ярмушка, Пуканкасси, Авшак Элмен, Кивçурт Мăрат, Мăн Элмен ялĕсенче ĕçлесе пурăнакансем  «Гвардеец» хуçалăх туса хунă. Каярах вĕсем  Крсноармейски районне кĕнĕ Хурапыр Юнтапа, Уйкас Юнтапа тата Кушар Юнтапа ялĕсене хăйсен йышне илнĕ.  Пысăк хуçалăхăн экономики аталансах пынă. Ÿсĕмĕн никĕсне хываканĕ вара  Евсей Дмитриевич Воробьев пулнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
04 февраля 2004
00:00
Поделиться
;