Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ватăсене хумхантаракан ыйтусем чылай

Ватăсен прависене хÿтĕлессипе Калинино ял администрацийĕнче конференцисем ирттерме палăртнă.  Кун йĕркине çакăн пек ыйтусем кĕртнĕ: 2003 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетесси тата “Тимлĕх 2004” программăна çирĕплетесси. Вĕсенче социаллă учрежденисен, хуçалăх, шкул, культура, медицина, суту-илÿ ĕçченĕсемпе пĕрле ватăсене хумхантаракан тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яваççĕ, тĕрлĕ çăмăллăхсем парасси, пособисем тÿлесси, социаллă пулăшупа тивĕçтересси пирки калаçаççĕ.

Пур çыннăн та хăйĕн ĕмĕрĕнчи чи шиклентерекен тапхăр - ватлăх çулĕсем. Пирĕн районта 70 çултан иртнисем - 6701, 80-ран иртнисем - 1355, 90-рисем - 140, 100 çула çитнĕ пĕр çын.

Пĕччен пурăнакан ватăсем районĕпе - 624-ăн, килте пулăшу илекенсем - 238-ăн, ачи-пăчи, тăванĕ çук ватăсене 224 социаллă ĕçчен пăхса-асăрхаса тăрать. Ку сферăра ĕçлекенсен тĕрлĕ йывăрлăхсемпе çыхăннă ыйтусене вăхăтра татса пама тивет. Социаллă ĕçченĕн çын нушине ăнланма, пулăшу пама пĕлмелле, пĕр чĕлхе тупса, вĕсене пурнăçра пысăк пулăшу памалла.

РФ Пенси фончĕн Чăваш енри управленийĕ 2003 çулта çут çанталăк газне кĕртме  пĕччен пурăнакан 13 ватăна пулăшу пачĕ. Ватăсен кунĕнче 56 ватăна, инвалидсен кунĕпе 83 инвалида пулăшнă.

Чĕретлĕ конференци Калининăра иртрĕ. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ Елена Сергеева пĕлтернĕ тăрăх, кунта “хÿтлĕх” программăна пăхăнса ĕçлеççĕ. Тăватă ялта пурĕ 692 ватă çын. Вĕсен пурнăçĕпе, сывлăхĕпе интересленсех тăраççĕ кунта, килĕсене кайса пулăшасси йăлана кĕнĕ. Ватăсене тухса çÿреме йывăррине шута илсе Шăхальти фельдшер пункчĕн тата Калининăри участок больницин ĕçченĕсем “килти сиплеве” йĕркеленĕ. Çавăн пекех инвалидсене, вăрçă участникĕсене, ĕç ветеранĕсене çăмăллатнă майпа газ баллонĕсемпе, тÿлевсĕр билетсемпе тивĕçтереççĕ.

Ватă çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе те тимлеççĕ кунта. “Кăвак çулăм” чылай ветеран килĕнче çунма пуçланă, ку ĕç кăçал та малалла пырĕ.

Ветерансемпе, инвалидсемпе, пенсионерсемпе  час-часах тĕлпулусем ирттерни - ырă пулăм. Ватă çынсем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хурав тупма пултараççĕ. Хальхинче те  канăçсăрлантаракан чылай ыйтусемпе калаçрĕç вĕсем.  Социаллă пулăшу парас енĕпе ĕçлекен специалистсем ытти ял администрацийĕсене çитеççĕ, хÿтлĕх парассипе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусемпе сĕнÿсене пăхса тухаççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
04 февраля 2004
00:00
Поделиться
;