Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕрсем те кĕрешÿре маттур

Юлашки вунă çул хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешесси республикăри чи анлă сарăлнă спорт тĕсĕ пулса тăчĕ. Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче кĕрешÿ мелне алла илекенсенчен чылайăшĕ, ку енĕпе чăннипех пысăк çитĕнÿсем тума пултарчĕ, пысăк спорта çул уçрĕ.

Иртнĕ канмалли кунсенче Çĕнĕ Шупашкарта ирĕклĕ майпа кĕрешессипе хĕрсем хушшинче Атăлçи федераци округĕн первенствинче тата пĕр вăхăтрах “Агроинвест” обществăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ пĕтĕм Раççейри турнирта Вăрнар хĕрĕсем вăйлă кĕрешÿçĕсем пулнине кăтартса панă. Пермь, Ульяновск, Марий Эл, Тутарстан тата ытти регионсенчи кĕрешÿçĕсем пуçтарăннă унта.

Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем, темиçе хутчен те пĕтĕм Раççейри тата пĕтĕм тĕнчери турнирсен çĕнтерÿçĕсем, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин членĕсем  Ирина Даниловапа Алена Федорова хальхинче те кĕрешÿри пысăк ăсталăхне тепĕр хут çирĕплетнĕ, хăйсен виçе категорийĕсенче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Турнир  вăхăтĕнче Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ В.Краснов Ирина Данилована Европа шайĕнче ăнăçлă ăмăртнăшăн (бронза медаль çĕнсе илнĕччĕ) Кубок парнеленĕ, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу суннă. Çакна та каласа хăвармалла, Алена Федорована та Хусан хулинче август вĕçĕнче иртнĕ шкул ачисен 1-мĕш спартакиадинче çĕнтернĕшĕн, нумаях пулмасть Мускавра медальпе тата Хисеп грамотипе чысланă.

Кĕçех хĕрсен тепĕр пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва, Раççей первенствине (вăл Красноярск крайĕнчи Назарово хулинче иртет) хутшăнма вăхăт çитет. Халлĕхе вĕсем Мускав облаçĕнчи Чехов хулинчи спорт  шкулĕнче тренировкăсене çÿреççĕ.

Иртнĕ эрнери турнирта та Вăрнар хĕрĕсем ăнăçлă ăмăртнă. Харпăр хăй виçе категорийĕсенче Оля Илларионовапа Люда Николаева иккĕмĕш, Таня Иванова виççĕмĕш, Настя Трофимова тăваттăмĕш вырăнсене йышăннă.

Вăрнартан тухнă тепĕр кĕрешÿçĕ çинчен те асăнмасăр иртме çук. Дима Трофимов, халĕ Хусанти патшалăх университечĕн студенчĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе иртнĕ пулнă. Тутарстан первенствинче 66 килограмчченхи виçе категорийĕнче чемпион пулса тăнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 февраля 2004
00:00
Поделиться
;