Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Йăх-несĕл уявĕ

Йăх-несĕл. Йăх-тĕп. Çак сăмахсем çыннăн пурнăç аталанăвĕпе, кун-çул тытăмĕпе çыхăннă. Йăх-несĕлĕн тымарне аванрах пĕлни, вăл еплерех пуçланса кайни кашни çыншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Акă, юлашки çулсенче çемье историне тĕпчессипе районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче пысăк ĕçсем пурнăçлаççĕ. Тăван тăрăх, ял культурипе йăли-йĕркине тĕпчесе пĕлни ачасен тавракурăмне ÿстерме те пулăшать. Ку тĕлĕшпе вĕрентÿ пайĕ йĕркелекен “Манăн йăх-несĕл тымарĕ” конкурсăн ырă енĕсене те палăртмалла. Ăна иккĕмĕш çул кăна ирттереççĕ пулин те унта хутшăнакансем ÿссех пыраççĕ. Кăçал йăх-несĕл уявĕнче 26 вĕренекен хăйсен тĕпчев ĕçĕсене хÿтĕленĕ. Çавăн пекех жюри членĕсем вĕсене ачасем хăйсем тĕллĕн пурнăçланине, тарăнрах тĕпченине, çивĕч ыйтусем хускатнине, кăтартуллă стенд хатĕрлеме пултарнине шута илнĕ. “Тăван шкулăн йăли-йĕрки тата паллă çыннисем”, “Юратнă ялăн йăли-йĕркисем”, “Çамрăк таврапĕлÿçĕ” номинацисенче ăмăртнă вĕсем.

Çамрăк авторсем хăйсен ĕçĕсенче тăван ен историйĕпе, археологийĕпе, йăла-йĕркесемпе тата культурипе çав тери кăсăкланнине çирĕплетнĕ. Унăн малашлăхĕ те пăшăрхантарать вĕсене. Акă, Уйкас Юнтапари Наташа Михайлован ĕçнех илер, мĕнле курать-ха вăл пуласлăхри ялне: çĕвĕ фабрики, виçĕ хутлă пысăк шкул, культура çурчĕ... Унăн ĕçĕнче çамрăксем хулара мар, тăван ялтах вăй хураççĕ. Н.Михайлова çамрăксем тăван тăрăхра юлманнишĕн пăшăрханни тÿрех сисĕнет.

Çĕрпелти вăтам шкулта вĕренекен Ольга  Феофанован ăруран-ăрăва куçса пыракан уявĕсем, халапĕсем çинчен калакан ĕçĕ те кăсăклă. Йăх-несĕл уявĕнче вăл Питрав уявне “илсе çитернĕ”. Чăваш тумĕ тăхăннă хĕрача тĕпчев ĕçĕ пирки çав тери тĕплĕ, интереслĕ, ĕненмелле каласа панине шута илсе жюри членĕсем ун ĕçне чи пысăк хак панă.

Çамрăк таврапĕлÿçĕсем вара чăннипех пĕлтерĕшлĕ наука ĕçĕсем хатĕрленĕ. Çĕрпелти вăтам  шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Оксана Захарова хăйĕн йăх-несĕл историне 17-мĕш ĕмĕртен пуçласа тĕпчениех çакна çирĕплетет. Туçи Çармăсри Костя Петров вара вырăнти çырма-çатрасен, кÿлĕсен, вăрмансен ячĕсене тĕпченĕ. Калининăри вăтам шкулта вĕренекен Сашăпа Сергей Зайцевсен Йăрар Ишек тăвĕсен структурине тишкернисĕр пуçне çĕр айĕнчи усăллă япаласемпе иртнĕ емĕрти 30-мĕш тата вăрçă çулĕсенче промышленноçра усă курнине те кăтартса панă. Темирлан Шариповăн авалхи йĕри-тавра çуннă грамотисем çинчен калакан ĕçне вара жюри членĕсем чи пысăк хак панă.

“Тăван шкулăн йăли-йĕрки тата паллă çыннисем” номинацире Мăн Явăшри вăтам тата Вăрманкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем. Артур Павловпа Владимир Ефимов пуян материал хатĕрленĕ. Хăйсен ĕçĕсене архив материалĕсемпе усă курса тарăннăн уçса панă. Ку номинацире çавăн пекех Туçи Çармăсри шкулта вĕренекенсем Анастасия Захаровапа Вера Арсентьева тата Вăрман Кипекри Елена Ефремова та палăрнă.

Кунашкал конкурссем, паллах, аваллăхпа тĕпченисĕр пуçне ачасене пуласлăхшăн хăйсем яваплă пулнине те туйма вĕрентеççĕ. Çавăн пекех унăн тĕп тĕллевĕ - вĕренекенсене çемье пĕлтерĕшне уçса пама, ун историне, культурине хисеплеме, упрама вĕрентесси, ачасене тĕпчев ĕçне хăнăхтарасси.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 февраля 2004
00:00
Поделиться
;