Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Район çыннисем

Вăрнарта пурăнакан Нина Михайловна Федоровăна аслă ăрури çынсем ытларах паллаççĕ. Çак сăпайлă та маттур хĕрарăм вĕсемшĕн яланах кĕтнĕ çын, ăна хисеплеççĕ, чи çывăх тăван вырăннех хураççĕ. Мĕнпе тивĕçнĕ-ха çак чыса Нина Михайловна; Вăртăнлăхне  уçса парар-ха эппин. 1995 çултанпа вăл халăха социаллă пулăшу парас тивĕçе чун ыйтнипе пурнăçласа пырать. Ку ĕçе тăхăр çул каяллах кÿлĕннĕ. Ун чухне Вăрнар поселокĕнче пĕрремĕш ветерансен çуртне уçнă, кунта хÿтлĕхсĕр юлнă 12 ватă çын пурăннă. Н.Федорова шăпах вĕсене пăхассипе, тивĕçлĕ пулăшу парассипе тимленĕ. 1998 çулта Санарпуçĕнче ветерансен тепĕр çурчĕ ĕçлеме тытăннă, Вăрнартине хупнă. Пĕр вăхăт Н.Федорова Çĕн Мĕлĕш ялĕнчи ватă çынсене пăхса  пурăннă. Халĕ вара Нина Михайловна халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн медицинăпа социаллă пулăшу паракан  специализациленĕ уйрăмĕнче вăй хурать. Унăн хÿттинче - Вăрнарта пурăнакан виçĕ кинеми, пурте ватă ĕнтĕ, чи асли 85 çула кайнă. Кинемисем виççĕшĕ те пĕччен пурăнаççĕ, паллах, вĕсене пăхакан кирлĕ. Акă, Анастасия Павловна Всеволодован куçĕ начар курать, çавна пула вăл инвалид. Кинеми хăй тĕллĕн урама тухаймасть, апат-çимĕçне пĕçереймест, кĕте-йĕмне çуса тăхăнаймасть тата ытти те. Ку ĕçсене киле пырсах Нина Михайловна пурнăçлать.

Кинемисем патне тăтăшах, канмалли кунсене пăхса тăмасăр çÿрет вăл.

- Вĕсене эпĕ хамăн тăван анне вырăннех хуратăп. Ачи-пăчисемсĕр, пĕлĕшĕсемсĕр юлнăскерсене пулăшмасăр чун чăтмасть, ку ĕç манăн  чи малтанхи тивĕç. Кашни  ватăпа ырă кăмăллă хутшăнура пулни пĕлтерĕшлĕ. Хăйсемпе вашават, ăшшăн калаçнине, тимлĕх уйăрнине килĕштереççĕ вĕсем. Çурта кĕрсенех ура утнă сасăран мана тÿрех уйăраççĕ, курма хавас пулни пирки калаççĕ.   Ватлăх çулĕсене пирĕнтен кашниех çитет, ку чухнехи пурнăç тутине астивет. Аслă ăрури çынсем тимлĕхе тивĕç, - тет Н.Федорова социаллă ĕçчен.

Çăмăл мар çак уйрăмра вăй хуракансен ĕçĕ. Н.Красильникова заведующи каланă тăрăх, кинемисемпе мучисенчен хăшĕ-пĕрисене кашни кунах асăрхаса тăма тивĕт. Ватă çынсен сывлăхне  тĕрĕслеме ятарласа икĕ çын уйăрнă. Вĕсем хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Апат-çимĕç пĕçерсе парассине, эмелсем туянса парассине, пÿрт-çуртра тирпейлессине социаллă ĕçченсем хăй çине илнĕ. Нина Михайловна пăхакан Анна Спиридоновнан, акă урăсем ыратнипе аптăрать, çавăнпа чылай ĕçе хăй тĕллĕн пурнăçлаймасть. Н.Федорова кинеми валли лавккаран апат-çимĕç туянать, газпа усă курнăшăн тÿлевсем хывать, мунча хутса кĕртет... Пĕр сăмахпа каласан, вăл пурнăçлакан ĕçсен шучĕ те çук. Ватăсем хăйсене  çавăн пек пысăк пулăшу панăшăн социаллă ĕçченсене тав тăваççĕ.

Нина Михайловна пек тÿрĕ кăмăллă, ĕçе пĕлсе пурнăçлакан, ватăсене тимлĕхпе хÿтлĕх уйăракан социаллă ĕçченсем районта татах пур. Вĕсем чăннипех хисепе тивĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
07 февраля 2004
00:00
Поделиться
;