Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Укçа шута юратать

Ялхуçалăх продукцийĕ туса илессине ÿстерсех пырас тесен çынсене ĕçшĕн туллин тÿлемелле, ĕçукçине вăхăтра парса пымалла. Иртнĕ çулхи вунпĕр уйăхра  ялхуçалăх предприятийĕсенче вăтам ĕçукçи 732 тенкĕпе танлашнă. “Искра”, “Юнтапа”, Коротков ячĕллĕ, “Победа”, Карл Маркс ячĕллĕ, “Янгорчино”, “Хорнзор”, “Броневик” хуçалăхсенче вăл 650 тенкĕрен пуçласа 1400 тенкĕне çитет. Вĕсенче ĕçукçине вăхăтра, пĕр е икĕ уйăхран кая юлмасăр, парса пыраççĕ. Çав хушăрах “Знамя труда”, МТС “Яуши”, “Янишево”, “Янсарино” хуçалăхсенче ĕçлекенсем виçĕ-çичĕ уйăх укçа илеймеççĕ.

Халĕ ялхуçалăх предприятийĕсенче 2003 çулти финанс тата хуçалăх çулталăкĕн итогĕсене пĕтĕмлетес тапхăр пырать. Тăхăр уйăхри кăтартусем тăрăх 15 хуçалăх тăкаксăр ĕçленĕ, 6148 пин тенкĕ тупăш илнĕ. Çав хушăрах тепĕр 15 ялхуçалăх предприятийĕ 7442 пин тенкĕ тăкак тÿснĕ. Малтанлăха шутласа пăхнă тăрăх çулталăк итогĕсемпе 16 хуçалăх 11552 пин тенкĕ тупăш илет, 14 ялхуçалăх предприятийĕн тăкакĕ 16772 пин тенкĕпе танлашать. Тупăшлă ĕçлекенсем шутĕнче “Янгорчино”, “Хорнзор”, “Искра”, “Победа”, “Броневик”, Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхсем пулаççĕ.

Ялхуçалăх  предприятийĕсен парăмĕ пĕлтĕрхи январĕн 1-мĕшĕнчипе танлаштарсан 13 процент ÿснĕ, 111,6 миллион тенкĕне çитнĕ. Предприятисене укçа-тенкĕ тĕпĕшĕнчен вăй илсе аталанма майсем туса парас тĕллевпе Раççей Федерацийĕн Правительстви тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ налуксемпе сборсем тĕлĕшпе, çавăн пекех бюджета, бюджет тулашĕнчи фондсене страховани взносĕсем хывассипе пухăннă парăмсене реструктуризацилесси çинчен постановлени йышăнчĕç. 2004 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенчен çак ыйтупа 14 заявлени пырса кĕнĕ. 12 хуçалăхпа парăмсене реструктуризацилесси çинчен йышăннă. Çав шутран 7 хуçалăхне мĕнпур налуксемпе парăмсене каярахпа тÿлемелле тунă. Ыттисен бюджета тата бюджет тулашĕнчи фондсене укçа хывассипе пухăннă парăмсене реструктуризацилесси çинчен калаçса татăлмалла.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 февраля 2004
00:00
Поделиться
;