Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ялсене аталантарасси тĕп вырăнта

Виçĕмкун Чăваш ене Раççей Президенчĕ В.Путин ертсе пынипе официаллă делегаци килсе çитрĕ. В.Путин, РФ ялхуçалăх министрĕ А.Гордеев, РФ Правительство пуçлăхĕн çумĕ Г.Корелова республика ертÿçипе Н.Федоровпа тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕпе Н.Партасовапа пĕрле Шăмăршă районĕнче пулнă, социаллă программăпа çĕкленнĕ объектсене çитсе курнă, канашлу ирттернĕ.

Раççей Федерацийĕн министрĕ В.Зорин кĕçнерникун ĕçлĕ çулçÿревпе Муркаш районĕнче пулчĕ. Владимр Юрьевич Правительствăра нацисем хушшинчи хутшăнусем тата сахал йышлă халăхсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлет. Малтанах хăна Муркаш районĕнчи социаллă-культура учрежденийĕсене çитсе курчĕ, Ярапайкассинчи çемье врачĕн офисĕн тата Атапайкассинчи вĕрентÿпе культура центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Унтан В.Зорин, ЧР социаллă политика министрĕ П.Краснов, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Н.Суслова, Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Вязов район администрацийĕнче ял территорийĕсене аталантарас ыйту тавра канашлу ирттерчĕç. Çавăн пекех унта ЧР ялхуçалăх, вĕрентÿ, культура министрĕсен çумĕсем С.Дмитриев, С.Петрова, Р.Лизакова хутшăнчĕç. Канашлăва  сакăр район администраци пуçлăхĕсене чĕннĕ, çав шутра Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Кузьмин та пулчĕ унта.

Канашлура Муркаш районĕн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕпе паллашнă май ялсем умне тухса тăракан йывăрлăхсем çинчен те калаçрĕç.

Федераллă министр ялсенче социаллă инфраструктурăна аталантарассипе, хăтлăх кĕртессипе, пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли пирки  каларĕ. Юлашки вăхăтра ку енĕпе федераци шайĕнче тĕллевлĕ программăсем йышăнаççĕ пулин те, вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕнче татса паман çивĕч ыйтусем пурпĕрех чылай пулнине палăртрĕ.

Канашлăва ЧР социаллă политика министрĕ П.Краснов пĕтĕмлетрĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 февраля 2004
00:00
Поделиться
;