Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ

“Хорнзор” ялхуçалăх производство кооперативĕ экономика тĕлĕшĕнчен çирĕп аталанса пыракан хуçалăх. Çакă кунта ĕçлекенсем пурăнмалли çĕнĕ çуртсем нумай лартнинчен те курăнать. Паянхи куна, акă, Олег Шашков, Владимир Шашков, Леонид Харитонов, Сергей Кошкин, Григорий Александров механизаторсем çĕнĕ çуртсем çĕклесе тăррине витсе лартнă. Шалти ĕçсене пурнăçласан вĕсем  эрешсемпе илемлетнĕ аслă, хăтлă çуртсенче пурăнма пуçлаççĕ. Вĕсемсĕр пуçне тата сакăр çемье пурăнмалли çурт хăпартма тытăннă. Хуçалăх паянхи йывăр лару-тăрура çурт лартакансене вăй çитнĕ таран пулăшать. Кирлĕ пулсан пурне те 10 - 15 пин тенкĕ таран кивçен парать, строительство материалĕсем турттарса килме транспортпа тивĕçтерет. Çакăншăн çынсем парăмра юлмаççĕ, уй-хиртен, фермăсенчен продукци ытларах илессишĕн тата тăрăшарах ĕçлеççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
11 февраля 2004
00:00
Поделиться
;