Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çураки умĕнхи семинар-канашлу

Иртнĕ эрнекун “Санар” тата МТС “Яуши” хуçалăхсенче “Тракторсемпе ялхуçалăх машинисене тата вăрлăха 2004  çулхи çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме хатĕрлесе çитересси” ыйтупа ялхуçалăх предприятийĕсенчи тĕп агрономсемпе тĕп инженерсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Малтан семинар-канашлăва хутшăннисем асăннă хуçалăхсенчи техника паркĕпе юсав мастерскойĕсенче, вăрлăх упранакан складсенче пулчĕç, тракторсемпе кăкарса ĕçлемелли машинăсене юсасси тата вăрлăх тасатасси еплерех пынипе паллашрĕç. Уйкас Явăшра вăрлăха  алласа тасатнипе паллашнă май районти вăрлăх инспекцийĕн пуçлăхĕ А.В.Харитонова сортировкăсен алисене мĕнлерех тĕрĕс вырнаçтармаллине кăтартрĕ.

Семинар-канашлăвăн теориллĕ пайĕнче ялхуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ З.А.Палитова, тĕп инженерĕ С.В.Павлов, районти “Гостехнадзор” инспекцийĕн пуçлăхĕ И.П.Тимофеев, районти ÿсентăрансене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен агроном А.Г.Мураткин, ялхуçалăх управленийĕн  ĕçе сыхлассипе тимлекен тĕп специалисчĕ Е.М.Алексеев, районти тĕп агрохимик Г.В. Михайлов тухса калаçрĕç.

Семинар-канашлу ĕçне ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ А.И.Ильин  йĕркелесе пычĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
11 февраля 2004
00:00
Поделиться
;