Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Григорий Игнатьев - муниципаллă служащисенчен чи лайăххи

ЧР Президенчĕ çумĕнчи вырăнти самоуправлени ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Канаш Республикăри муниципаллă служащисенчен, ял (поселок) администрацийĕсен пуçлăхĕсенчен, халăх пурăнакан вырăнсен старостисенчен, ял, урам тата çурт комитечĕсен председателĕсенчен чи лайăххи ята çĕнсе илессишĕн пынă конкурсăн 2003 çулхи итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Çак Канаша ЧР Президент администрацийĕн ертÿçи - ЧР Министрен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Наталья Ивановна Володина ертсе пырать.

Пĕлтĕрхи итогсемпе “Чăваш Республикинчи муниципаллă служащисенчен чи лайăххи” номинацире Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Григорий Григорьевич Игнатьев çĕнтернĕ. Ытти номинацисемпе мала тухнисем хушшине, шел, вăрнарсем лекеймен. Анчах “Чăваш Республикинчи ял (поселок) администрацийĕн пуçлăхĕсенчен чи лайăххи” номинаци итогĕсемпе пирĕн районти Кивĕ Мĕлĕш ял администрацийĕн пуçлăхĕн Валентина Кирилловна Бурмистрован ĕçне ырăпа палăртнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 февраля 2004
00:00
Поделиться
;