Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кĕрешеççĕ - çĕнтереççĕ

        Кирек мĕнле ăмăртусен таблицинче те хамăр районти спортсменсене çĕнтерÿçĕсен йышĕнче курма кăмăллă. Акă, иртнĕ канмалли кунсенче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Патăръел районĕнчи Первомайски салинче иртнĕ турнирта Вăрнар хĕрĕсемпе каччисем призлă вырăнсене кăна йышăнчĕç. Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕн, Раççей спорт мастерĕн В.М.Семеновăн парнисене çĕнсе илессишĕн унта Тутарстан, Ульяновск, Тольятти, Мари Эл, Чăваш Ен кĕрешÿçисем, пурĕ 250-ăн, ăмăртрĕç.

Вăрнар кĕрешÿçисем, поселокри 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем, яланхиллех лайăх результатсем кăтартма пултарчĕç. Тĕрлĕ виçе категорийĕнче Иван Сладков (30кг), Сергей Львов (38кг), Петр Николаев (42кг) пĕрремĕш, Ирина Львова (28кг), Оля Илларионова (38кг) иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 февраля 2004
00:00
Поделиться
;