Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурнăçа страхланăшăн - сехет

            Вăрнарти Верăпа Иван Убаковсем кашни çулах Анюта хĕрне инкек пуласран “Росгосстрах”-Атăлçи” тулли мар яваплă общество филиалĕн - “Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн” Вăрнарти пайĕнче страхлаççĕ. Асăннă организаци кашни çулах инкек пуласран страхланă уяв полисĕсен номерĕсемпе лотерея ирттерет. Кăçалхи выляв январĕн 8-мĕшĕнче иртнĕ. Çак кунсенче Убаковсем страхлакан организацинчен ырă хыпар илнĕ. Вĕсем Анютăна страхланă уяв полисĕн номерĕ çине чи хаклă парне - стена çине çакмалли электронлă сехет тухнă. Çĕнĕ çулăн хăйне евĕрлĕ парнипе хавхаланнă Убаковсем страхлакан организаципе тытакан çыхăнăва малалла та тăсма палăртаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 февраля 2004
00:00
Поделиться
;