Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Шурăмпуç» çуталсах пытăр

Кирек мĕнле халăхăн та сăмах ăслайĕ - литература, кĕвĕ-çемĕ пуянлăхĕ - музыка, ÿкерчĕкĕ - живопись, пултаруллă çыннисем - сцена искусстви пулмалла. Вĕсем пулсан кăна культура тĕлĕшĕнчен çĕкленсе аталанма пултарать вăл. Чăваш халăхĕ мĕн авалтан юрлама юратнă, илемлĕ кĕвĕ калама хăй аллипе музыка инструменчĕсем ăсталанă: хуткупăс, параппан, шăхлич, кĕсле тата ыт. те.

Халăхăн хăйĕн юрри пулсан, вăл пурăнать, - тенĕ пĕр классик. Чăн та çаплах. Акă, чăвашсен авалхи юррисенех илер. Халăхăн нуши-терчĕ, хуйхи-суйхи, телей-савăнăçĕ - пĕтĕмпех юрра çырăннă. Тарăн шухăша яраканнисем, йĕртекеннисем, чуна çĕклентерекеннисем... Вĕсене упраса хăварни - чăваш культурине упраниех.

Ярмушкари культура çуртĕнче, ытти пархатарлă ĕçсене пурнăçланипе пĕрлех, чăваш халăх фольклорне пуçтарассипе пысăк ĕçсем пурнăçлаççĕ. Кунта «Шурăмпуç» халăх фольклор ушкăнĕн (ку ята икĕ хутчен: малтан 1999 çулта, унтан 2000-че хÿтĕленĕ) тÿпи те пысăк. Ушкăна çÿрекенсем ватă çынсенчен ку тăрăхра ĕлĕкхи вăхăтра юрланă юрă-такмак сăмаххисене çырса илеççĕ, ташшисемпе паллашаççĕ, вĕсене хатĕрлесе çитерсе сцена çине кăлараççĕ.

Фольклор ушкăннне 1980-мĕш çулсенчех Эльвира Илларионова пуçтарнипе йĕркеленĕ. Çулсем иртнĕçемĕн вăл çирĕпленсе, тĕрекленсе пынă. Паянхи кун ушкăнра çирĕм сакăр çын. Чи ватти - Агафия Марковна Маркова - 74 çулта, чи çамрăкки - Инна Геннадьевна Александрова - 24-ра. Нина Ивановна Кондратьева вара унта мĕн «Шурăмпуç» йĕркеленнĕренпех çÿрет.

Чăннипех  маттур та пултаруллă Ярмушка артисчĕсем: юрлама та, ташлама та ÿркенмеççĕ. Чăн-чăн талантсене нимĕнле ахăр самана та авса хуçаймасть. Халăх умне те тăтăшах тухаççĕ «шурăмпуçсем». Вĕсен пултарулăхĕпе, юрри-кĕвви, такмакĕсемпе, ташши-шÿчĕсемпе Ярмушкасем кăна курса киленеççĕ тетĕр-и; Çук çав, юнашар ял, çывăх район çыннисем те вĕсем концертпа хăйсем патне çитессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Сцена ăстисемшĕн чи пысăк парне вăл - залра ларакансем ăшшăн йышăнни, тăвăллăн алă çупни.

Пултарулăхĕ иксĕлми - теессĕм килет ман вĕсем пирки. Чăваш тумне тăхăннăскерсем тин кăна хăна юрри шăрантаратчĕç, акă,  халĕ, «ура хуçса» ташлаççĕ, унтан куракансене шÿтсемпе савăнтараççĕ...

Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнче Ярмушкасене Пушкăрта кайма ахальтен суйламан ĕнтĕ. Кÿршĕллĕ республикăри Аургазă районĕнчи чăваш ялĕсенче те вĕсене хапăлласа йышăннă. Кунне икшер концерт лартнă пулин те «Шурăмпуç» артисчĕсем ывăннине туйман, хăйсене çав тери ăшпиллĕн кĕтсе илни, куракансем йышлăн пулни, ташши-юррине кăмăллани вĕсене пушшех хавхалантарнă. Ярмушка артисчĕсене, пултарулăхне пысăка хурса хакланине çирĕплетсе, Талбазы салинче гала-концерта хутшăннă чухне Аургазă район ертÿçи М.Ишемгулов, Пушкăрт Республикин Чăваш енри полномочиллĕ представителĕ Г.Орлов тав тунă, парнепе чысланă.

- Çакăн пек пĕлтерĕшлĕ мероприятие кайма шăпах пире суйласа илни, шанни пире тата лайăхрах ĕçлеме хистет, - тет халĕ Ярмушкари культура çурчĕн директорĕ Надежда Лаврентьева.

Ярмушкари культура çуртĕнче вăй хуракансен тепĕр ырă енĕ - çамрăксене пушă вăхăта усăллă ирттерме, канма-савăнма майсем туса пани. Ялти клубра тĕрлĕрен кану каçĕсем тăтăшах йĕркелеççĕ. Çĕнĕ çул, çĕршыв хÿтĕлевçисен, хĕрарăмсен уявĕсене, Çăварние, хĕле ăсатнине, çурхи праçниксене, акатуйсене тата ытти паллă кунсене ярмушкасем пĕтĕм халăхпа ирттереççĕ. Культура ĕçченĕсем хатĕрленĕ конкурс-вăйĕсене ватти-вĕтти те активлă хутшăнать.

Мероприятисене йĕркелени кăна мар, вĕсене мĕнле ирттернине те кăтартма пĕлеççĕ ярмушкасем. Тĕрлĕ уявсенче ÿкерсе илнĕ сăнÿкерчĕксем шăпах çакна çирĕплетеççĕ. Килен-каян фотостендсемпе, альбомсемпе кăсăкланса паллашма пултарать. Вĕсем паянхи ăрушăн хаваслă самантсене аса илме аван, çитĕнекен ăрушăн вара - ял культурин аталанăвĕ, историйĕ...

Статья вĕçĕнче манăн Ярмушкари культура çурчĕн директорне Надежда Лаврентьевана сăмах парас килет: «Шурăмпуç» халăх фольклор ушкăнĕн ертÿçи пулнă май, манăн ку ушкăна çÿрекенсене пурне те пысăк тав сăмахĕ калас килет. Килти ĕçсене, хуйхă-суйхăна, чир-чĕре, йывăрлăхсене пăхмасăр клуба репетицисем ирттерме, концертсем хатĕрлеме тухнăшăн, тавтапуç. Пурне те Турă сывлăх патăрччĕ, çемйисенче яланах килĕшÿлĕхпе телей, юрату хуçалантăр...»



"Çĕнтерÿ çуле"
17 февраля 2004
00:00
Поделиться
;