Тухса çÿрекен поликлиника йĕркеленĕ
Ялта пурăнакансене медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатас тĕллевпе сывлăх сыхлавĕн “Вăрнар район тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕнче ялсене тухса çÿрекен поликлиника йĕркеленĕ. Районти тĕп больницăри врачсенчен тăракан бригада февральте ятарлă график тăрăх кашни эрнекунах ялсене тухса çÿреме пуçланă. Бригада йышĕнче терапевт, куç тухтăрĕ, хирург, электрокардиограмма илекен медицина сестри тата анализ тума юн илекен лаборантка пур. Малтанах тухса çÿрекен поликлиника Санарпуçĕнче пулнă. Врачсем вуншар çын сывлăхне тĕрĕсленĕ. Ялта пурăнакансене медицина пулăшăвĕ парассине çакăн пек йĕркелени чирлисем çул çÿресе вăхăта çухатассинчен хăтăлма май парать. Йывăр чирлисене çийĕнчех тупса палăртса вăхăтра сыватма май килет. Вăрнарти тĕп поликлиникăра та кунта килекен çынсен йышĕ сахалланнă май чирлисен сывлăхне тĕрĕслесси лайăхланать.