Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сĕнÿ пур...

ЧР Президенчĕ республикăн Патшалăх Канашне яракан черетлĕ Çырăва хатĕрлес ĕç малалла пырать. Яланхи пекех ăна хатĕрлемешкĕн халăхăн тĕрлĕ сийĕ активлă хутшăнать. Çырăва кĕртме мĕн сĕнеççĕ-ха Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакансем ;

Валентин ПАВЛОВ, район администрацийĕн “Халăха социаллă пулăшакан центр” муниципаллă учреждени директорĕ:

- Çĕршывра пасар тапхăрĕ пуçланнă май халăх ĕнси çине çав тери пысăк йывăрлăхсем йăтăнса анчĕç. Çакă вара ĕмĕрĕпе  Тăван  çĕршывшăн чуна парса ĕçленĕ, вăрçă хирĕнче юн тăкнă ветерансене уйрăмах вирлĕ пырса çапрĕ. Çакăн пек кăткăс лару-тăрура та хамăр республика Президенчĕ Николай Васильевич Федоров çухалса каймарĕ. Вăл Чăваш çĕршывне ертсе пыма тытăннăранпах - вунă çул ĕнтĕ - ватăсемпе инвалидсен пурнăçне çăмăллатассишĕн хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшать. Калăпăр, юлашки çулсенче республикăра та, хамăр районта та Ватăсен çурчĕсене чылай уçнă. Вĕсенче ватлăхра пĕччен тăрса юлнисем, инвалидсем хÿтлĕх тупнă. Ветерансене тĕрлĕ çăмăллăхсемпе те сахал мар пулăшаççĕ.

Паллах, тивĕçлĕ канăва тухичченех ялхуçалăхĕнче, промышленноçра е патшалăх ĕçĕнче тÿрĕ кăмăлпа вăй хунă пиншер çынна чĕререн хумхантаракан сăлтав пирки каламасăр хăвараймăн. Чылайăшĕ “Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçмен пирки хăйсемпе юнашарах тимленисем пек çăмăллăхсемпе усă курма пултарайманшăн хытă пăшăрханаççĕ. Çак тĕрĕсмарлăх ватăсен кăмăлне хуçать. Вĕсем çÿлти органсем ку тĕлĕшпе тĕрĕс йышăну тăвасса кĕтеççĕ.

Тата тепĕр çивĕч ыйту çинче чарăнса тăма кирлĕ тесе шутлатăп. Акă, Раççей тата хамăр республика Конституцийĕсенче ашшĕ-амăшĕн ачисене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтерме, ачисен вара ватă ашшĕ-амăшне пăхма тивĕçлĕ пулнине çирĕплетнĕ. Шел, хăшпĕрисем, патшалăх çине шанса, ватăлса çитнĕ е чирлесе хавшанă тăван ашшĕ-амăшне пăхасшăн мар.

Çавăнпа та Президент парламента яракан хăйĕн çырăвĕнче çак самантсене шута илсен тем пекехчĕ.

Юрий ВАХТЕРКИН, Вăрнар район прокурорĕ:

- Право сыхлавĕн тытăмĕнче ĕçленĕ май çул çитмен çамрăксем хушшинче преступлени тăвас туртăм ÿсни самаях пăшăрхантарать. Чан çапмашкăн вăхăт çитрĕ. Ял çамрăкĕсем хушшинче ĕçсĕр аптраса çÿрекенсем уйрăмах йышлă. Пушă вăхăта ирттермешкĕн условисем çителĕксĕр. Чылай çĕрте клубсем çук, пуррисем те йĕркеллĕ ĕçлемеççĕ. Ачасене спорт шкулĕсене ытларах явăçтарасчĕ. Туртăмне кура тĕрлĕ кружоксене çÿреме майсем туса памалла. Тĕрĕссипе, ял ачисене йĕркеллĕ аталанса ÿсмешкĕн паян условисем питĕ сахал. Шăпах çакна пула ĕнтĕ нимĕн тума аптранăскерсем пурнăçри киревсĕр йăласене хăнăхаççĕ: эрех ĕçме вĕренеççĕ, ку вара нумай чухне преступлени тăвасси патне илсе çитерет. Хам сăнаса пынине те çирĕплетме пултаратăп. Çуллахи вăхăтра çула çитеймен çамрăксем хушшинче преступлени тăвасси чакать. Çакна ăнлантарма питĕ ансат: ялта çуллахи вăхăтра ачасем те питĕ ĕçлĕ, пушă вăхăта ахаль ирттермеççĕ.

Выранти влаç органĕсен çитĕнекен ăру пуласлăхĕ пирки ларсах питĕ тĕплĕн шухăшламалла. Президентăн хăйĕн çырăвĕнче çакна палăртса хăвармаллах.

Лев МАКСИМОВ, учитель:

- Пуласлăх - çамрăксенче, тетпĕр. Ахальтен мар пуль хамăр республика Президентне Николай Васильевич Федорова çамрăксен шăпи хытă хумхантарать. Вăл 2004 çула “Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ” тесе палăртрĕ. Паян лару-тăру лайăх тесе калама пултараймастпăр. Тавралла çаврăнса пăхăр-ха: çамрăк ăру, аслисенчен тĕслĕх  илсе-ши, ĕçкĕ-çикĕ авăрне путса пырать. Каччăсем кăна мар, хĕрсем те эрех-сăра ĕçсе нĕртен тухаççĕ. Ялсенче, поселокра сăмакун юхтарса сутакансем хунаса кайрĕç. Ку кăна мар, теприсем халĕ аншарлине юхтарса аппаланмаççĕ те иккен. Магазинсенче, акă, йăлара усă курма спирт хушнă темĕн тĕрлĕ шĕвек те сутаççĕ.  Пайташăн антăхакансем халĕ “Мозаика” е çавăн йышши шĕвеке туянаççĕ те шывпа хутăштарса ĕçкĕçсене ярăнтараççĕ. Сăмакунпа та темĕнтепĕр яраççĕ. Вăйпитти çамрăксем ĕçсе вилнĕ тĕслĕхсем ытларах та ытларах пулма тытăнчĕç. Тепĕр чухне ирĕксĕрех шутлаттарать: темĕнле вăйсем Раççей халăхне юриех ĕçкĕ-çикĕ авăрне чăмтармаççĕ-ши; Пирĕн саккунсем темшĕн-çке суя эрехпе, сăмакунпа иртĕхекенсенчен çирĕп ыйтмаççĕ. Енчен те ĕçкĕ-çике çăварлăхламасан çак хăрушă пулăм çĕршыв пуласлăхне - çамрăк ăрăва - путлантармĕ-ши;

Эпĕ ЧР Президентне Патшалăх Канашне яракан Çырура çак ыйтăва çирĕп лартма сĕнетĕп.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
19 февраля 2004
00:00
Поделиться
;