Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Санарпуçсенчен вĕренмелли нумай

Район администрацийĕпе ялхуçалăх управленийĕн яваплă работникĕсем хуçалăхсенчи тĕп агрономсемпе тĕп инженерсен çураки умĕнхи семинар-канашлăвне ирттерме “Санар” агрофирма” тулли мар яваплă обществăна ахальтен мар суйласа илнĕ. Çакна хуçалăхăн техника паркне кĕрсен çийĕнчех туйса илме май килчĕ. Кунта кăкарса ĕçлемелли машинăсем ытти çĕрти пек ирĕкре мар, аркăллă складра упранаççĕ. Кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн тасатса-тирпейлесе лартнăскерсем юр-çумăр айĕнче тутăхмаççĕ, тăрă айĕнче вĕсене юсаса йĕркене кĕртме те меллĕрех.

Санарпуçсен 18 трактор, çав шутран улттăшĕ гусеницăлли, урапаллисенчен икĕ Т-150, çичĕ МТЗ-82, пĕр МТЗ-80, пĕр Т-40 пур. Культиваторсем 5, сеялкасем 6. Техника юсама икĕ звено йĕркеленĕ. Пĕри мастерскойĕнче тăрăшать. Хуçалăхăн токарь тата фрезер станокĕсем пур. Ку звенора çавăн пекех сварщик тата тимĕрçĕ ĕçлеççĕ. Иккĕмĕш звено механизаторсенчен тăрать. Юсав ĕçĕсене декабрьте тытăннă. Паянхи куна сеялкăсене, плугсене ĕçе хатĕрлесе çитернĕ. Культиваторсене те юсаса пĕтернĕ, лапăсене регулировка тумалли юлнă. Çавăн пекех катоксене юсамалла, сцепкăсене тĕрĕслесе тухмалла. Гусеницăллă тракторсенчен 4-шĕ ĕçе тытăнма хатĕр. Вĕсене тĕпрен юсанă. Урапалисене те ытларахăшне çуракине хатĕрлесе çитернĕ. Хуçалăхра техникăна юсакансен ĕç условийĕсем лайăх. Тракторсене юсакан мастерскойне, акă, электрокалориферпа ăшăтаççĕ. Двигательсене, ытти йывăр пайĕсене крак-балкăпа çĕклеççĕ. Запас пайсемпе вăхăтра тивĕçтереççĕ.

Çураки ирттерме механизаторсем çителĕклĕ. Специалистсем те кирлĕ чухлех пур. Тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене акса хăварнă çĕре хутшăнакансем япăх мар ĕçлесе илме пултараççĕ. Пĕлтĕр кĕрхи çĕртме тунă чухне, акă, пĕр гектар сухаланăшĕн 50 тенкĕ панă. Кăçал та çакăн чухлех тÿлеççĕ. Гусеницăллă тракторпа вара кун каçиччен ултă гектар сухалама пулать. Хуçалăх ертÿçи Р.И.Петров пĕлтернĕ тăрăх экономика ăмăртăвĕнче ырă тĕслĕх кăтартакансене 1000 тенкĕрен кая мар преми кĕтет. Кунсăр пуçне механизаторсене пĕр кун ĕçленĕшĕн 2,5 килограмм тырă параççĕ. Иртнĕ çулта кашниех пĕрер автомашина утă илнĕ. Улăма вара кама мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ панă.

 Вăрлăх тĕлĕшĕнчех те санарпуçсен çуракинче йывăрлăхсем пулмаççĕ. Складра, акă, икĕ купара 118 тата 120 тонна “Эльф” сортлă урпа вăрлăхĕ упранать. Вăл йăлтах элита стандарта тивĕçтерет. Кунта çакна палăртса хăвармалла. Кăçал “Санар” агрофирма вăрлăх туса илессипе ĕçлекен хуçалăх пулса тăнă, лицензи илнĕ. Çавна май кăçал хуçалăхра акса çитĕнтерме Çĕрпÿри наукăпа тĕпчев институтĕнчен 5 тонна суперэлита “Эльф” урпа вăрлăхĕ туяннă. Паянхи куна санарпуçсем 200 тонна ытларах урпа вăрлăхĕ сутма пултараççĕ. Ăна виçĕ хутчен алласа тасатнă. Пĕр хутчен ОВС, икĕ хут “Петкус” сортировкăсем витĕр кăларнă. Çавăн пекех вика вăрлăхĕ сутлăх пур. Енчен те укçа çук пулсан “Санар” хуçалăх 1 кг вăрлăха 2 кг тырăпа улăштарма пултарать.

Çĕрулми вăрлăхĕ пирки те çакнах каламалла. Вырăнта тата Канаш районĕнчи Çĕнĕ Аччари складра вăл 500 тонна упранать. Тĕпрен илсен “волжанин” сортли. Анă, маларах пирĕн тăрăхра анлă сарăлнă “невский” сортпа танлаштарма пулать. Йĕпе-сапа çанталăкра та, уяр чухне те япăх мар тухăç парать. Пĕлтр санарпуçсем кашни гектартан 242,1 центнер “иккĕмĕш çăкăр” пуçтарса кĕртнĕ. Иртнĕ çул çу каçипех тенĕ йĕпе-сапа çанталăк тăчĕ пулсан та вăрлăх япăх мар упранать, çĕрĕк чирĕсене парăнсах каймасть. Кунсăр пуçне хуçалăх вăрлăхлăх лартса çитĕнтерме кăçал 20 тонна “рамона” сортлă çĕрулми вăрлăхĕ туяннă.

- Çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме пирĕн кăçал укçа çителĕклĕ. Мĕнпур ялхуçалăх культурисене кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа акса-лартса хăварăпăр, - терĕ юлашкинчен Р.И.Петров генеральнăй директор.

МТС “Яуши” ялхуçалăх производство кооперативĕнче вара урăхларах ÿкерчĕк. Малтанах Мăн Явăшри техника паркне çитсе куртăмăр. Хуçалăх ертÿçи С.М.Иванов техникăна çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланнă тĕле йăлтах юсаса-йĕркелесе çитересси çинчен пĕлтерчĕ. Явăшсен гусеницăлли 12 трактор. Кăçал  виççĕшне юсанă, тăваттăмĕшне те çывăх вăхăтра ĕçе тытăнма хатĕрлесе çитереççĕ. Урапаллă тракторсем, 15 “Беларусь”, ĕçе хатĕр теме пулать. Вак-тĕвек кăлтăксене кăна пĕтермелле. 10 сеялкăран юсамалли 4 юлнă. Культиваторсем тĕлĕшпе те лару-тăру çакăн евĕрлех. 4 йывăр культиватортан 3-шĕ ĕçе тытăнма хатĕр. Уй-хире гербицид сапмалли опрыскиватель юсавлă. Председатель каланă тăрăх кăçалхи çуракинче техника тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем тухса тăма кирлĕ мар. Анчах та техника паркĕнче пулнă чухне иртнĕ кĕркунне кунта кĕртсе лартнă кăкарса ĕçлемелли машинăсенчен чылайăшне çын алли пырса тĕкĕнменни курăнчĕ.

Пĕлтĕр явăшсем кĕрхи çĕртме тăвайман, пурĕ те 40 гектар кăна сухаланă. Çавăн пиркиех ыраш та пĕр гектар та акман. Çавна май çурхи уй-хир ĕçĕсен калăпăшĕ чылай ÿсет. Халăхăн пай çĕрĕсене шутласа 600 гектара яхăн тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсем акмалла. Ĕçе хăвăртлатас тесе тĕштырăсене акмалли лаптăка йывăр культиваторсемпе хатĕрлеме палăртаççĕ. Кунсăр пуçне  çĕрулми 90 гектар, выльăх кăшманĕ 60 гектар йышăнать. Çунтармалли-сĕрмелли япаласем выльăхсене хĕл каçармаллăх кăна пур. Вĕсене çураки валли туянма 700 пин тенкĕ кредит илесшĕн. 400 пин тенки çунтармалли-сĕрмелли япаласем илнĕ çĕре каять, ыттипе минераллă удобренисем тата хими имçамĕсем туянасшăн. Вăрлăх çителĕклех, 300 тонна, пур. Анчах та тулă вăрлăхĕ таса мар пирки кондицие ларман. Халĕ Уйкас Явăшра ăна СМ-4 сортировкăпа тасатаççĕ. Тракторсемпе кăкарса ĕçлемелли машинăсене пурне те йĕркеллĕ юсаса çитерсен вĕсем ялхуçалăх культурисене вăхăтра акса-лартса хăварма çителĕклĕ. Çав хушăрах механизаторсем çитмеççĕ.

Хуçалăхра ĕçшĕн сахал тÿленĕрен-ши е ытти сăлтавсене пула çамрăксем кунта вăй хурасшăн мар. Ĕçлеме Мускава, ытти аякри хуласене тухса çÿреççĕ. Çуракин ĕç планне туса хатĕрленĕ. Хăш механизатор мĕнле техникăпа ĕçлемеллине тата мĕн ĕç тумаллине палăртнă, ĕçшĕн еплерех тÿлессипе паллаштарнă. Çуракин ĕç планĕпе килĕшÿллĕн тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене вунă кунта акса хăварма пăхнă. Çавна май икĕ сменăпа акассине йĕркелеççĕ. Механизаторсене лайăхрах ĕçлеме условисем туса парас тĕллевпе çуракине хутшăнакансене çĕр варринче те вĕри апат илес тухса çитерессине йĕркелеме пăхнă.

МТС “Яуши” хуçалăхра семинар-канашлăвăн теорилле пайне уçнă май ялхуçалăх упраленийĕн пуçлăхĕ А.И.Ильин техникăна февраль-март уйĕсенче юсаса  пĕтерме кирлине палăртрĕ. Халĕ ĕлĕкхи пек ăçта мăн акмалли-лартмаллине çÿлтен кăтартакан çук. Хăш культура тупăшлă, çавна çитĕнтермелле. Акă, “Янгорчино” ялхуçалăх производство кооперативĕ пĕлтĕр çĕрулминчен 7 миллион тенкĕ тупăш илнĕ. Çавăнпа хуçалăхсен уйсенче çĕрулми, сахăр кăшманĕ тивĕçлĕ вырăн тупмалла. Тĕштырăсенчен ыраш, тулă, урпа тупăш параççĕ. Пĕлтĕр тырăсене вăтамран 4 тенкĕпе туяннă. Анчах та районти хуçалăхсем таса мар, нÿрĕклĕхĕ пысăк тырă сутнă. Çавна май сутнă тырă хисепне чакарса йышăннă. Çапла вара пĕр килограмм тырă хакĕ, леçнĕ виçепе шутласан, 1 тенкĕ те 80 пуса çити анса ларнă. Пĕлтĕр  патшалăх хуçалăхсем йĕпе-сапа çанталăка пула ялхуçалăх культурисен тухăçĕ чакнипе тÿснĕ тăкака саплаштарчĕ. Иртнĕ çулта района çакăншăн пурĕ 10 миллион та 400 пин тенкĕ ытла пырса кĕнĕ. Анчах кашни хуçалăхрах çак майпа усă курма васкаман, тивĕçлĕ хутсене кирлĕ пек туса хатĕрлемен. Çапла çутçанталăк кÿнĕ тăкаксене саплаштарнипе ялхуçалăх техникумĕ 900 пин тенкĕ ытларах илнĕ. Хăшпĕр хуçалăхсенче вара ку кăтрату 100 пин тенкĕне те çитмест.

- Кăçал пирĕн тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене13371 гектар, çав шутра  çурхи тулă 5584, урпа 5628, сĕлĕ 1702, хуратул 8 гектар акмалла, çĕрулми 1335, пахчаçимĕçсем 113, выльăх кăшманĕ 427, сахăр кăшманĕ 108, силослăх культура 185 гектар çитĕнтермелле. Пĕр çул ÿсекен курăксем 2194 гектар йышăнаççĕ. Пысăк тухăç илес тесен вĕсене пурне те кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа акса-лартса хăвармалла, - терĕ ялхуçалăх упраленийĕн тĕп агрономĕ З.А.Палитова. Çуракиччен вăхăт нумаях юлмарĕ пулин те хăшпĕр хуçалăхсенче кондициллĕ вăрлăх сахал. Кондицие ларнисем те массăллă репродукциллисем. Кун пек вăрлăха акса пысăк тухăç илме çук. Патшалăх тухăçа ÿстерес тĕллевпе паха вăрлăх туянакан хуçалăхсене кăçал та ытти çулсенчи пекех субсиди парать. Анчах ку тĕлĕшпе кăçал улшăнусем пур. Халĕ элита тата суперэлита вăрлăх туянакан хуçалăхсене кăна субсиди параççĕ. Пирĕн районта тĕштырăсен вăрлăхне туса илес тĕлĕшпе “Юнтапа”, Карл Маркс ячĕллĕ, “Янгорчино”, “Санар” хуçалăхсем, çĕрулми вăрлăхне туса илессипе МТС “Яуши”, “Юнтапа”, “Янгорчино”, “Хорнзор”, “Санар” хуçалăхсем, нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхне туса илессипе “Юнтапа” хуçалăх ĕçлеççĕ. Анчах вĕсенчен хăшĕ-пĕрисен элита тата суперэлита вăрлăх сутлăх çук.

Çураки çывхарсах килет пулин те хуçалăхсенче ялхуçалăх техникисене çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрлесе çитерессишĕн кирлĕ пек тăрăшмаççĕ. Кун пирки ялхуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕ С.В.Павлов пĕлтерчĕ. “Янсарино”, “Янишево”, “Правда”, “Новый путь” хуçалăхсенче юсав ĕçĕсене тытăнман та. Хăйсем тĕллĕн вăй çитереймен хуçалăхсен тракторсене, ытти кăткăс ялхуçалăх машинисене лизинг шучĕпе “Чебоксарскагропромсервис” фирмăра, “Батыревская сельхозтехника”, “Цивильскхмельмаш”, “Ибресинское ремтехпредприятие”, “Яльчикское МРТП" предприятисенче юсаттарма пулать.

Çуракине ирттерме хуçалăхсене 395 тонна дизель топливи, 160 тонна бензин, 65 тонна дизель çăвĕ кирлĕ пулать. Халлĕхе вĕсем хуçалăхсенче выльăхсене хĕл каçармаллăх кăна пур. Çуркунне çывхарса килнĕ май çунтармалли-сĕрмелли япаласем ытти çулсенчи пекех хакланма пултараççĕ. Çавăнпа вĕсене хальтерех туянса юлма тăрăшмалла. Хăйсем тĕллĕн кивçен укçа илеймен хуçалăхсем вĕсене аш-какай комбиначĕ, типĕ сĕт завочĕ, Вăрнар тата Калинино райповĕсем урлă туянма пултараççĕ. “Чувашнефтепродукт” акционер обществи февралĕн 20-мĕшчен дизель топливине тоннине 8100 тенкĕпе сутать. Ульяновскри пĕр организаци ăна Канаш хулинчен тоннине 8000 тенкĕпе тиесе ярать.

Халĕ районта 726 механизатор пур. Çуракине ăнăçлă ирттерме 830 механизатор кирлĕ. Вĕсем ялхуçалăх техникумĕнче, Коротков ячĕллĕ хуçалăхра, ытти хăшпĕр хуçалăхсенче çитмеççĕ. Ку хуçалăхсенче çуракине механизаторсене аякран, çавăн пекех Нурăсри професси училищинчен вĕренсе тухакан çамрăксене явăçтарасси çинчен шутламалла. Пĕлтĕр районта кĕрхи çĕртме 50 процент таран сухаласа хăварайман. Çавна май энергие перекетлеме май паракан технологие ĕçе кĕртмелле. Аш-какай комбиначĕ тата “Фавн” агрофирма тăпрана суха тумасăрах хăмăл çийĕн акма май паракан “Обь-4” агрегат туяннă. Çавăн пекех АКП “лидер-4” пур. Ăна КПЭ-3,8 культиватор никĕсĕ çинче хатĕрленĕ. Ун çине ятарлă катоксем çакса янă. Вăл пĕр харăсах тăпрана кăпкалатать, çумкурăксене касса тураса кăларать, тăпра муклашкисене вĕтетет, уя якатса хăварать, тăпрана пусăрăнтарать. Тăпрана сухалама кирлĕ мар. Ку агрегатсене “Чувашагроснабра” лизинг шучĕпе туянма пулать.

Кăçалхи çуракине хутшăнакан гусеницăллă тракторсен 93 проценчĕ хăйĕн срокне ĕçлесе ирттернĕ, тепĕр майлă каласан, вĕсене пăрахăçласа шутран кăларма вăхăт çитнĕ.  Кун пирки “Гостехнадзорăн” районти инспекцийĕн пуçлăхĕ И.П.Тимофеев пĕлтерчĕ. Мартăн 31-мĕшĕнче хуçалăхсенче тракторсемпе куçса çÿрекен ытти ялхуçалăх машинисене, кăкарса ĕçлемелли машинăсене техника тĕлĕшĕнчен юсавлине тĕрĕслемелли смотр пуçланать. Анчах та ку смотра хуçалăхсем пурте вăхăтра хутшăнмаççĕ. Хăшпĕр хуçалăхсенче пĕр-пĕр трактор е ытти ялхуçалăх машини шутланса тăрать, анчах та вăл çук. Ăна тахçанах саппас пайсем валли салатса пĕтернĕ. Кăçал урапаллă тракторсемпе вĕсен прицепĕсене страхламасăр смотра хутшăнтармаççĕ. Хуçалăхсенче шута илмен (регистраци туман) техника пур. Хуçалăхсен пуçлăхĕсем ялхуçалăх техникине хăйсен ирĕкĕпе сутасси йăлана кĕнĕ.  Вĕренсе права илмен механизаторсене ĕçе явăçтармалла мар. Çак сăлтава пула пĕлтĕр “Знамя труда”, “Правда”  хуçалăхсенче инкек пулнă.

Районти ÿсентăрансене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен агроном А.Г.Мураткин хуçалăхсенче тĕштырăсен хытă вутпуççи, пăнтăх, тымар чирĕсем сарăлни çинчен пĕлтерчĕ. Çакă тухăçа та сахал мар чакарать. Çавăнпа мĕнпур лаптăка имçамланă вăрлăхпа кăна акмалла. Вăрлăха имçамланă çĕре хутшăнакан çынсен пурин те медицина тĕрĕслевĕнче пулмалла.

Район агрохимикĕ Г.В.Михайлов кăçал тăпра пулăхне ÿстерме ытти çулсенчи пекех патшалăх укçа уйăрни çинчен пĕлтерчĕ. Хуçалăхсен хăйсем патĕнче тăпрана известь, фосфор, кали хывма заявкăсем тăратмалла. Минераллă удобренисен  хакĕ кăçал чылай ÿснĕ. Вĕсене туянакансене укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пулăшма патшалăх дотаци парать.

Ялхуçалăх управленийĕн ĕç сыхлавĕн тĕп специалисчĕ Е.М.Алексеев кăçал хуçалăхсенче çынсене хăрушсăрлăх техникине вĕрентессине мĕнлерех йĕркеленине пĕлтĕрчĕ. Юлашкинчен ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ А.И.Ильин çуракине вăхăтра та пысăк пахалăхпа пурнăçламалли çинчен тепĕр хут асăрхаттарчĕ, пысăк тухăçшăн пыракан кĕрешÿре пурне те ăнăçу сунчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 февраля 2004
00:00
Поделиться
;