Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Зооветеринари специалисчĕсен конференцийĕ

Ялхуçалăх техникумĕн вĕрентÿ пайĕнче районти зооветеринари специалисчĕсен конференцийĕ иртрĕ. Унта хуçалăхсен тĕп зоотехникĕсемпе тĕп ветеринари врачĕсем, районти ветеринари участокĕсен ертÿçисем, выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техниксем хутшăнчĕç.

Малтанах конференцие килнисем вĕрентÿ пайĕн ферминче пулчĕç, ăратлăха лайăхлатма “Санар” агрофирмăран туяннă хура-ула ĕнесене, пĕр уйăха çитмен тата аслăрах пăрусене пăхса усрассине мĕнлерех йĕркеленипе паллашрĕç. Конференци ĕçне ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ А.И.Ильин йĕркелесе пычĕ. Ялхуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ Г.П.Романов районти хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе мĕнлерех ĕçленипе паллаштарчĕ. Районти ветеринари станцийĕн пуçлăхĕ Н.Н.Тихонов ветеринари служби выльăх-чĕрлĕхе чир-чĕртен сыхласа хăварас тĕлĕшпе туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ, кăçалхи задачăсем çинче чарăнса тăчĕ. Ăратлă выльăх ĕрчетессипе ĕçлекен “Чувашское” унитарлă предприятин Вăрнар районĕнчи зоотехникĕ Ф.А.Абрамова ĕне выльăхсемпе сыснасен ăрат пахалăхне палăртнин итогĕсемпе паллаштарчĕ.

Конференци ĕçне Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн ветеринари факультечĕн деканĕ Г.Н.Мартынов профессор, кафедра заведующийĕсем, ветеринари наукисен докторĕсем Т.Е.Григорьевапа Ф.П.Петрянкин профессорсем, ăратлă выльăх ĕрчетессипе ĕçлекен “Чувашское” унитарлă предприятин пай пуçлăхĕ М.М.Казенов хутшăнчĕç, ĕрчев органĕсемпе анчах çуралнă пăрусен чирĕсемпе вĕсенчен сыхланасси, кĕтĕве çĕнетессине йĕркелесси çинчен каласа кăтартрĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
19 февраля 2004
00:00
Поделиться
;