Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ертÿçĕсем йĕлтĕрпе ăмăртрĕç

Халăха сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, массăллă спорта  аталантарасси патшалăх политикин уйрăлми пайĕ пулса тăчĕ. Ĕç тăвакан влаç органĕнче тимлекенсем ку енĕпе хăйсем те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, тĕрлĕ енлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ. Акă, иртнĕ шăматкун Шупашкарта хĕллехи спорт вăййисен керменĕн бази çинче министерствăсемпе ведомствăсенче, район-хула администрацийĕсенче ĕçлекенсем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе виççĕмĕш спартакиада иртрĕ. Ăмăртăва республикăри пур район администрацийĕ те хутшăннине палăртма кăмăллă.

Спартакиадăна хутшăнакансене малтанах ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Наталья Партасова саламларĕ, пурне те çитĕнÿ тума ăнăçу сунчĕ. Пĕрремĕш старта министерствăсен ĕçченĕсем тухрĕç. ЧР физкультурăпа спорт, ялхуçалăх министрĕсем В.Краснов тата М.Игнатьев та çак кун ăмăртуçăсен ретне тăчĕç. Министрсем тĕрлĕ ыйтусене татса пама кăна мар, спортра та маттур пулнине çирĕплетрĕç. Вĕсем ертсе пыракан командăсем малти вырăнсене йышăнчĕç.

Вăрнарсен ушкăнне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин ертсе пычĕ. Çавăн пекех командăра финанс пайĕн пуçлăхĕ Л.Редькова, çамрăксемпе, физкультурăпа спорт енĕпе, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А.Матвеев, унăн çумĕпе специалисчĕ С.Политов тата Р.Егоров, район хаçачĕн корреспонденчĕ С.Чикмякова пулчĕç.

Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе пирĕн район команди призлă вырăнсене йышăнаймарĕ пулин те чи вăйлă вунă командăсен йышне лекме пултарчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 февраля 2004
00:00
Поделиться
;