Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хаваслă тĕлпулу

Мăн Явăшри  вăтам шкулта йăлана кĕнĕ уявсенчен пĕри вăл -  вĕренсе тухнисен тĕлпулăвĕ.  Уяв волейбол вăййинчен пуçланчĕ.  Унта 11-мĕш класс ачисемпе  вĕренсе тухнисем  ăмăртрĕç.  Унтан пухăннă хăнасене, учительсене ачасем  юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Унччен маларах шкул директорĕ  С.Ильин тата  директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ  Н.Федорова 11-мĕш класс ачисене     экзаменсене лайăх тытса аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕме ăнăçу сунчĕç. Вăйă-кулă, ташă-юрă чылайччен янăрарĕ  шкулта.  Тĕлпулу каçĕпе пурте кăмăллă юлчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 февраля 2004
00:00
Поделиться
;