Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурин те çине тăрса ĕçлемелле

Виçĕ-тăватă çул каялла кăна-ха «Юнтапа» ялхуçалăх производство кооперативĕ районти экономика ăмăртăвĕнче малта пыракан хуçалăхсенчен пĕриччĕ. Выльăх-чĕрлĕх апачĕ туса илессипе ăнăçлă ĕçленĕрен  малта пыракан опытпа паллаштаракан семинара та район ертÿçисем хăй вăхăтĕнче кунта ирттерчĕç. Анчах та юлашки вăхăтра хуçалăхра ялхуçалăх продукчĕсем туса илесси ÿсес вырăнне чакса пырать. 2002 çулта, акă, юнтапасем 7177 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕлтĕр вара 6290 центнер кăна пулнă. Виçĕмçулхи шайран 14 процент сахалрах. Кашни ĕнерен сĕт сăвасси 600 килограмм чакнă, 3700-тен 3100 килограмм тăрса юлнă. Хуçалăхра ĕне выльăх йышне сыхласа хăварассишĕн тăрăшмаççĕ. Пĕлтĕр вĕсен йышне 955 пуçран 852 пуçа çити чакарнă. Кăçалхи январьте  кăна вара тата 55 пуç сахалланнă.

Хуçалăхра кăçал ирттернĕ отчетлă пухура ялхуçалăх кооперативĕн пуçлăхĕ В.И.Рыбаков та, тухса калаçакансем те çак йывăр лару-тăруран тухмалли майсене сÿтсе явнă. Акă, юнтапасем пĕлтĕр çулла выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесе хăварайман, вăл выльăхсене хĕл каçарма çитмест. Çавна май продукци илесси те чакать. Халĕ кашни ĕнерен куллен пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 3,5 килограмм сахалрах сĕт сăваççĕ. Апат çитменнипех выльăх йышне те чакарма тивет. Апат сахалли ялхуçалăх культурисен тухăçĕ пĕчĕк пулнинчен те килнĕ. Апла, кăçал выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ туса илес тĕллевпе тухăçа ÿстермелле, апат пахалăхĕшĕн те ытларах тăрăшмалла.

Кăçал «Юнтапа» ялхуçалăх производство кооперативĕ сортлă вăрлăх тата ăратлă выльăх ĕрчетсе сутассипе специализациленнĕ хуçалăх пулса тăнă, çакăн валли лицензисем илнĕ. Анчах та патшалăхран дотаци шучĕпе пулăшу илес тесен суперэлита тата элита вăрлăх çитĕнтерсе сутмалла, кашни ĕнерен 4000 килограмран кая мар сĕт сумалла. Унсăрăн специализациленнĕ хуçалăх шутĕнчен кăлараççĕ. Çавна май ялхуçалăх кооперативĕн кăçал хăйĕн суперэлита вăрлăх туянса акма тивет. Укçа çавăн пекех çунтармалли-сĕрмелли япаласем туянма та кирлĕ. Çавна май кредит илме кирли çинчен калаçнă.

Хуçалăха йĕркеллĕн аталанма чăрмантаракан тепĕр сăлтав вăл çынсем тивĕçменни пулса тăрать. Хуçалăхра ĕçукçине вăхăтра парса тăраççĕ. Кăçалхи январьшĕн те отчетлă пуху иртнĕ тĕле татăлнă. Çавăн пекех юнтапасен ĕçукçийĕ те районти вăтам шайран пысăкрах. Апла пулин те çамрăксем хуçалăхра вăй хурасшăн мар, ĕçлеме Мускава, ытти аякри хуласене кайса çÿреççĕ. Специалистсем те кирлĕ чухлĕ çук. Опытлă бухгалтер пулманни шут ĕçĕсене вăхăтра йĕркеллĕ туса пыма чăрмантарать.

Кооператива экономика тĕлĕшĕнчен малалла аталантарса пырассишĕн пурин те çине тăрса тăрăшмалла, çакăн пек тĕп шухăш палăртса хăварнă пуху решенийĕнче. Хуçалăх пуçлăхĕ пулма малтан та çак должноçра тăрăшнă В.И.Рыбакова шаннă.


"Çĕнтерÿ çуле"
25 февраля 2004
00:00
Поделиться
;