Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пушар сăлтавĕ - кивелнĕ проводасем

Пушар ытларах чухне çынсем тимсĕрринчен, вĕсем вут-кăварпа асăрханусăр пулнă пирки тухать. Çав хушăрах электричество приборĕсем юсавсăр пулни, проводасем кивелсе çитни те вут-çулăм алхасасси патне илсе пырать. Акă, Упнерти 1927 çулта çуралнă пĕччен пурăнакан Антонина Петрова хуçалăхĕнче сарай çунса кайнă. Сăлтавĕ - тахçанхи проводасем кивелсе çитни. Çавна май кĕске замыкани пулнă, хĕлхемрен çурта çулăм хыпса килнĕ. Юрать-ха пушар сÿнтерме çитнĕ çынсем сарайĕнчи ĕнене вăхăтра илсе тухнă, вут-кăварпа пĕтме паман. Электричество проводисене вăхăтра çĕнетсе тăрсан, юсавсăр приборсемпе усă курмасан çакăн пек инкексем чылай сахалрах пулĕччĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 февраля 2004
00:00
Поделиться
;