Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Савăнăç кÿрекенсем

Çĕрпелти почта çыхăнăвĕн уйрăмне халăх йышлă çÿрет. Кашниех тĕрлĕ ыйтăва татса парасшăн: пĕрисем хаçат-журнал çырăнаççĕ, теприсене конверт-открытка кирлĕ, виççĕмĕшсем посылка ярасшăн, газпа-электричествăпа усă курнăшăн укçа тÿлеççĕ т.ыт.те. Ку кăна мар, кунта йăлара кирлĕ пулакан тĕрлĕ тавар та туянма пулать. Уйрăм пуçлăхĕнче Людмила Ивановна Мучкова вунтăваттăмĕш çул тимлет. Вăл пурне те ăшшăн-тараватлăн кĕтсе илет. Сăпайлăскер усăллă канашсем пама та вăхăт тупать. Ахальтен мар ăна ялйыш хисеплесе сума сăвать.

Паянхи куна Çĕрпел, Хурăнсур Çармăс тата Кайри Тукай ял çыннисемпе кунти тĕрлĕ учрежденисем 1108 экземпляр хаçат-журнал çырăнса илеççĕ. Акă, çур çулшăн “Хыпар” 67 экземпляр, “Çамрăксен хаçачĕ” - 138, “Çĕнтерÿ çулĕ” - 103, “кил-çурт, хушма хуçалăх” - 139, “Тетте” 85 экземпляр тата ытти изданисем килсе тăраççĕ. Çавăн пекех почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче тĕрлĕ хаçат-журнал сутаççĕ.

Йăлара кирлĕ тĕрлĕ тавара, пасартинчен йÿнерех пулнă пирки, çынсем хапăлласа туянаççĕ. Çапла, уйăхсерен 20 - 25 пин тенкĕлĕх тавар сутăнать.

Хурăнсур Çармăсри Елена Петровна Майорова, Çĕрпелти Нина Николаевна Игнатьева, Кайри Тукайри Татьяна Витальевна Васильева почтальонкăсен ĕçĕпе çынсем питĕ кăмăллă, тăрăшуллă пулнăшăн чĕререн тав тăваççĕ.

Анчах почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн ĕçченĕсене пăшăрхантаракан сăлтавсем те çук мар. Сăмахран, чылай чухне Вăрнартан почта машини кăнтăрла иртни 2 - 3 сехет тĕлне кăна çитет. Хĕллехи кунсем кĕске, çавăнпа почтальонсен хаçат-журнала тĕттĕмленсе ларсан тин валеçме лекет. Ял хушшинче ирĕк çÿрекен йытăсем те почтальонсене шиклентереççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 февраля 2004
00:00
Поделиться
;