Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрçăри паттăрлăх манăçа тухмасть

Ачасен пултарулăх çуртĕнче  республикăра йĕркеленĕ  «Музей тата ачасем»  эрне программипе килĕшÿллĕн  «Çамрăк экскурсовод» конкурс иртрĕ.  Унта шкулсенчен килнĕ 19 экскурсовод  хутшăнчĕ. Вĕсем конкурса хутшăнма шкулсенчи музей материалĕсемпе усă курнă.  «Аслă Отечественнăй вăрçă  çынсен шăписенче» заочнăй экскурси ирттерчĕç.  Конкурса хатĕрленсе ачасем  ветерансемпе вĕсен тăванĕсем патĕнче  пулнă,  нумай материалсем, çав  шутра çырусем,  тĕрлĕрен документсем,  наградăсем пухнă. Çапла майпа вĕренекенсем  халăхăн Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенчи паттăрлăхне тата  лайăхрах туйса илнĕ.

Конкурсра Вăрманкасри шкулта вĕренекен Владимир Ефимов  çĕнтерчĕ.  Иккĕмĕш вырăнта  Туçи Мăратри Елена Петровапа  Надежда Кириллова, виççĕмĕшĕнче  Вăрнарти  1-мĕш вăтам шкулти  Андрей Егоров. Аçăмçырминчи  Анна Герасимовапа  Мария Михайлована, Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти  Екатерина  Панькована, Упнерти Алиса Степанована,  Санарпуçĕнчи Альбина  Иванована,  Çĕрпелти  Ольга  Феофановапа Инна  Васильевана хавхалантармалли приз тата  грамота пачĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 февраля 2004
00:00
Поделиться
;