Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Юрă-ташăпа савăнтараççĕ

Уйкас Явăшри культура çуртĕнче, Олег Максимов ертÿçĕ тăрăшнипе, ачасен пултарулăх ушкăнне йĕркеленĕ. Пĕчĕк артистсем кашни уяв тĕлнех çĕнĕ  концерт программи хатĕрлеççĕ. Хаваслă юрă-ташăпа ачасем хамăр ял çыннисене савăнтараççĕ, кÿршĕ ялсене те тухса çÿреççĕ. Иртнĕ çул, Уйкас Явăшри пултарулăх ушкăнĕ Мăн Явăшра, Сăкăтра концертсем лартса панă. Нумаях пулмасть вĕсем Енĕшре пулнăччĕ.

Иртнĕ эрнере вара  енĕшсем пирĕн ялта концертпа пулчĕç. Вĕсен  пултарулăхне курма хамăр ялсем кăна мар, юнашар ялсенчен те килчĕç. Вĕсен юрри-ташшисемпе, шÿчĕсемпе пурте кăмăллă юлчĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
25 февраля 2004
00:00
Поделиться
;