Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çемйипех спортпа туслă

“Атте, анне тата эпĕ - спортпа туслă çемье” - Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта йăлана кĕнĕ мероприятисенчен пĕри. Ăна кашни çулах çутçанталăк хĕл ыйхинчен вăраннă вăхăтра ирттереççĕ.

Кăçал вăййа пĕтĕмпе çичĕ çемье хутшăнчĕ. Йĕркелесе ертсе пыраканĕ - физкультура учителĕ Н.Д.Павлов. Спорт уявне хутшăнакансен сакăр тĕрлĕ конкурса хутшăнса хăйсене пур енчен кăтартма тиврĕ. Конкурсантсене баскетболист та, футболист та пулма тÿр килчĕ. Тăршшĕне вырăнтан сиксе чемпион пулма та çăмăл мар! Чи хавасли вара хутăш эстафета пулчĕ. Çемьесем мечĕке урасемпе хĕстерсе чăлт-чалт сиккелени те пурин кăмăлне çĕклерĕ.

Икĕ сехет еннелле тăсăлнă вăйă-ăмăрту пурне те килĕшрĕ. Жюри çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ. Смирновсем “Чи вăйлă”, Осиповсем “Чи хастар”, Павловсем “Чи туслă çемье” номинацисенче çĕнтерчĕç.

Юлашкинчен пысăк спорт мероприятине хутшăнакансене, çĕнтерÿçĕсене шкул директорĕ С.Н.Андрианов саламларĕ, малашне тата та пултаруллăрах, хастартарах пулма чĕнсе каларĕ. Вăййа хутшăнакансене культура ĕçченĕсем Р.Данилова тата Л.Романова парнесемпе хавхалантарчĕç. Жюри председателĕ О.Степанова спортпа чи туслă çемьене хрусталь ваза парнелерĕ, грамотăпа чысларĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 марта 2004
00:00
Поделиться
;