Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çураки умĕнхи хĕрÿ кунсем

Çуркунне вăхăт питех те хăвăрт иртет. Нумаях пулмасть-ха çуртсен тăррисенчен пĕрремĕш тумламсем ÿкетчĕç, халĕ, акă, кĕр тыррисемпе нумай çул ÿсекен курăксен калчисене апатлантарма тухиччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Хуçалăхсенче халĕ вăрлăха тасатса кондицие лартас, техникăна çур акине хатĕрлесе çитерес тĕлĕшпе хĕрÿ ĕç пырать. “Знамя” ялхуçалăх производство кооперативне кăçал акса хăварма 2127 центнер вăрлăх кирлĕ. Вăл çителĕклех пур. 1517 центнерĕ кондицие тивĕçтерет. Çак кунсенче юлашки 617 центнерне тепĕр хут сортласа тасатнă, пахалăхне тĕрĕслеме районти инспекцине тăратнă. Çĕрулми вăрлăхне хĕлле пĕр хутчен суйланă, çĕрĕккисене уйăрнă. Çанталăк ăшăтсан ăна тата тепĕр хут суйлаççĕ, симĕсленсе калчаланма хураççĕ.

Пĕлтĕр йĕпе-сапа çанталăк тăнă пирки хуçалăх кĕр тыррисене акса хăварайман. Çавна май çуркунне уй-хир ĕçĕсен калăпăшĕ ÿсет. Çуракине техникăна йĕркеллĕ юсаса çитерсен кăна ăнăçлă ирттерме май килет. Техника паркĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Анчах та халлĕхе хуçалăхăн çураки ирттерме çунтармалли-сĕрмелли япаласем пачах та çук, запас пайсем те çитмеççĕ. Çавăнпа кооператив ертÿçисем халĕ бюджет тата бюджет тулашĕнчи фондсем умĕнче пухăннă парăма каярах тÿлемелле (реструктуризаци) тăвассипе тăрăшаççĕ. Ун чухне налуксемпе ытти взноссене вăхăтра тÿлеменшĕн пухăннă штрафсемпе пенисене “списать” тăваççĕ, хуçалăхăн расчет счечĕ тасалать, банкран кивçен укçа илме май пулать.

- Çуракине хатĕрленнипе пĕрлех выльăхсене хĕл каçарассине ăнăçлă вĕçлессипе те тăрăшатпăр, - терĕ хуçалăх ертÿçи В.Васильев. - Пĕлтĕр ыраш акса хăварман пирки нумай çул ÿсекен курăксен калчи çитĕнсен тин ĕнесене ешĕл конвеер çине куçарма май пулать. Çавна май кăçал ĕнесене витере ытларах вăхăт усрама тивет. Халĕ уй-хирти мĕнпур апата фермăсем патне турттаратпăр.

Çак ĕçе çурхи шыв-шур пуçланса çулсем пăсăлнă тĕле вĕçлеççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 марта 2004
00:00
Поделиться
;