Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хурал шанчăклă - канлĕ çывăр

          Юлашки çулсенче ют пурлăха çаратнă тĕслĕхсен шучĕ вĕçĕмех хушăнни самаях пăшăрхантарать. Вăрăсем тĕрлĕ предприятисемпе организацисене, хуçалăхсене кăна мар, уйрăм çынсене те вирлĕ тустараççĕ. Иртнĕ çулсенче лару-тăрăва тишкерсе пăхар-ха. Акă, 2002 çулта районта ют пурлăха çаратнă 79 тĕслĕх çырăннă. Çав шутран путсĕрсем 20 хваттере, 12 магазина е склада кĕрсе кайнă. Пĕлтĕр вăрăсем уйрăмах иртĕхнĕ - унчченхи çулхинчен виçĕ хут ытларах çаратнă, 234 тĕслĕхе çитнĕ. Çав хисепрен 44-шĕ хваттер, 14-шĕ магазин пулнă. Ку кăна мар, иртнĕ çул 4 автомототранспорта çаратнă, кăçалхи икĕ уйăхра çакăн евĕрлĕ пĕр тĕслĕх çырăннă та ĕнтĕ.

Тĕлĕнмелле, анчах хăшпĕр предприятисемпе учрежденисен, хуçалăхсен пуçлăхĕсем пурлăха шанчăклă упрас тесе тăрăшни сисĕнмес. Чылай çĕрте, ăка, тавар е ытти пуянлăх упранакан çуртсемпе пÿлĕмсен алăкĕсем шанчăклă мар, вĕсене пĕр алăпа вирлĕн туртсах уçма пулать. Е тата хурала унччен вăрă ĕçĕпе çакланса темиçе хут тĕрмере пулнă çынсене тăратнине мĕнле ăнланмалла-ши; Ку вара - качакана купăста пахчине сыхлама хушнă пек пулса тухать. Хăшпĕр çĕрте хуралçăра мучисемпе кинемейсем ларнине те курма пулать. Тĕрĕслевсем ирттернĕ чухне ялан тенĕ пекех хуралçăсене ыйхăран вăратма лекет, е теприсем ĕçе ÿсĕр килеççĕ. Тепĕр тесен, вĕсене шаннă пурлăх управлăхĕ ытлашши хумхантармасть, мĕншĕн тесен вăрласа кайсан та хăйсене явап тыттарманнине лайăх пĕлеççĕ.

Ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕн сотрудникĕсем, куллен патрульте пулнă май, типĕ сĕт заводĕнчен тата аш-какай комбинатĕнчен продукци çаклатса тухакансене сахал мар тытса чараççĕ. Чăн та, çак предприятисенче хăрушсăрлăх служби хăйсен те пур, анчах унăн сотрудникĕсем, саккунпа килĕшÿллĕн, ĕçлекенсене ухтарма пултараймаççĕ. Çавăнпа пĕчĕккĕн вăрлакансем хăйсене ирĕклĕрех туяççĕ. Тепĕр чухне вара урама тухсан вĕсене шăпах пирĕн сотрудниксем çулса илеççĕ. Çапла, пĕлтĕр çак предприятисенче ĕçлекен 25 çын пирĕн алла лекнĕ, вĕсенчен иккĕшне уголовлă йĕркепе явап тыттарнă.

Çакна палăртмалла: çĕршывра террорла ĕçсем ытларах пулма тытăнчĕç. Çавăнпа хăрушлăх кăларса тăратакан объектсене шанчăклă сыхламалла. Раççей Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн химикатсем, хăрушă наркăмăшсем упранакан объектсене патшалăх вăйĕпе сыхлама кирлине палăртнă. Вăрнарта çавăн пек объектсем хутăш препаратсен заводĕнче, аш-какай комбинатĕнче тата хăйминчен уйăрнă типĕ сĕт заводĕнче пур. Эпир çак предприятисен пуçлăхĕсене вĕсен объекчĕсене малашне ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕн вăйĕпе сыхлассине йĕркелеме сĕнтĕмĕр. Анчах халлĕхе тивĕçлĕ хурав çук-ха.

Шалти ĕçсен районти пайĕ çумĕнчи ведомствăна пăхăнман хурал службин шанчăклăхне хăшпĕр предприятисемпе организацисем, çавăн пекех уйрăм çынсем лайăх туйса илчĕç. Çакна хăшпĕр тĕслĕхсем те яр-уççăн çирĕплетеççĕ. Анчахрах, çак уйăх пуçламăшĕнче, поселокри Комсомольски урамри хуçасăр çурта кăнтăр кунĕнче çаратма тăнă. Хуçи, Çĕпĕрте ĕçлесе пурăнаканскер, пÿрте хурал сигнализацийĕ ларттарнă, вăрăсем чÿрече кантăкне илсенех пирĕн патри пульта сигнал килнĕ. Хурал службин сотрудникĕсем виçĕ минутран вырăна çитнĕ, çаратма кĕнĕ икĕ шкул ачине алăранах çулса илнĕ.

Унччен поселокри 2-мĕш вăтам шкулта хăратса ачасенчен укçа туртса илнĕ тата ырă мар тĕслĕхсем тăтăшах пулнă. Ашшĕ-амăшĕсем кунта йĕрке туса хума, кăнтăрлахи вăхăтра ятарлă хурал тытма йышăннă. Çак тĕллевпе укçа-тенкĕ пухнă. Пирĕн сотрудниксем кунта иккĕмĕш çул ĕнтĕ хуралта тăраççĕ. Çак хушăра пĕр киревсĕр ĕç те пулман. Шел, 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ пирĕн сĕнÿпе килĕшмерĕ.

Хурал уйрăмĕпе килĕшÿ туса, хăш-пĕрисем хваттерĕсене сигнализаци тата пулăшу чĕнмелли кнопка ларттарнă. Çак майпах темиçе гаража хурала илтĕмĕр. Хăшпĕр предприятисемпе организацисем пурĕ - 15-ĕн - ку çĕнĕлĕхпе усă кураççĕ. «Чувашвтормет» акционер обществин Вăрнарти участокĕн хуралçи тĕслĕ меттал вăррисене пĕччен çĕнтерейменнипе ятарлă кнопка пусса пулăшу чĕннĕ. Пирĕн сотрудниксем вырăна çийĕнчех çитнĕ, çаратакансене тытса чарнă. Шăпах çав вăхăтра кунта телефон та ĕçлемен пулнă.

Шел, хăшпĕр предприятисемпе организацисем, çавăн пекех пуян çынсем темшĕн пирĕн пулăшупа усă курасшăн мар. Енчен те сигнализаци е пулăшу чĕнмелли кнопка ларттарнă пулсан, пĕлтĕр кĕркунне вăрăсем поселокри А.Марков, В.Миговаров тата ыттисен хваттерĕсене кĕрсе çĕршер пин тенкĕ çаратса каяймастчĕç. Тĕрĕссипе, шанчăклă хурала нимĕн те çитмест. Паллах, малтан укçа-тенкĕ кăшт тăкаклама тивет. Сăмахран, пулăшу чĕнмелли кнопка вырнаçтарма 1500 тенкĕ кирлĕ, кайран уйăхсерен 200 тенкĕ тÿлесе тăмалла. Сигнализаци ларттарма 2000 тенкĕ, уйăхсерен 200 тенкĕ илетпĕр.

Пĕтĕмлетсе ытарлăн çапларах калас килет: хурал шанчăклă - канлĕ çывăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 марта 2004
00:00
Поделиться
;