Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Призыв пуçланать

Раççей Федерацийĕн Хĕçпăшаллă Вăйĕсене çул çитнĕ çамрăксене призыв йĕркипе службăна илмелли çуркуннехи тапхăр пуçланать. Йĕрке тăрăх çар ретне 1986 çулхи 30-мĕш июньччен çуралнă каччăсен тăмалла, мартăн 31-мĕшĕччен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Районти çар комиссариатĕнчен пĕлтернĕ тăрăх çак вăхăтра йывăрлăхсем те сиксе тухаççĕ. Хăшпĕр çамрăксем вĕренÿ заведенийĕсенче вĕреннĕ чухне медосмотр тухмалла мар тесе шутлаççĕ. Анчах вĕсен пурин те çар комиссариатне килсе сывлăхĕсене тĕрĕслеттермелле.

Çакна та каласа хăвармалла - кĕркуннехи призывпа службăна тăма вăхăт çитнĕ çамрăксем районта уçăлакан Çĕмĕрлери РОСТО-н филиалĕнче пуçламăш çар профессийĕсене илме пултараççĕ.

Районти çар комиссариачĕ çавăн пекех 1987 çулта çуралнă çамрăксене пирвайхи учета килсе тăма ыйтать. Унсăрăн вĕсене административлă йĕркепе 50-ран пуçласа 500 тенкĕ таран штраф тÿлеттерме пултараççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 марта 2004
00:00
Поделиться
;