Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пур çĕрте те хатĕр мар

Район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕнче çурхи шыв-шур пĕвесемпе плотинасене татса каясран, халăх хуçалăх объекчĕсене сиен кÿресрен сыхланас тĕлĕшпе йĕркеленĕ комисси ларăвĕ пулса иртрĕ. Комисси членĕсемсĕр пуçне унта Хирпуç, Кĕçĕн Кипек, Çавалкас ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Ларăва ял управленийĕн пуçлăхĕ А.Ильин ертсе пычĕ. Тухса калаçакансем  çурхи шыв-шуртан сыхланас тĕлĕшпе пур çĕрте те кирлĕ пек тăрăшманнине палартрĕç. Хуçалăхсенче складсемпе мастерскойсем, фермăсенчи витесем, обществăлла çуртсем тавралла канавсем уçман, плотинасен шахтисем тавралли пăра катман, шыв юхса тухакан пăрăхсене тасатман. Хирпуçĕнчи плотинана тата Вурнарка шывĕ ял хуçалăх техникумне пыракан çула татса каяс хăрушлăх пур. Ларура çурхи шыв-шур сиен кÿресрен сыхланса çÿлерех асăннă тата ытти çитменлĕхсене вăраха ямасăр тĕтермеллине палăртса хăварчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 марта 2004
00:00
Поделиться
;