Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртеççĕ

Калининăри ача садĕнче тăрăшакансем çĕнĕ меслетсене пурнăçа кĕртсех пыраççĕ. Нумаях пулмасть кунта уçă алăксен кунĕ пулчĕ. Унта ашшĕ-амăшĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Çавăн пекех вĕсем хăйсем ăсталанă япаласенчен  курав йĕркелерĕç. Мĕн кăна хатĕрлесе килмен-ши вĕсем - ÿкерчĕксем, тĕрĕсем, йывăçран касса тунă чĕрчун кĕлеткисем, чечек çÿлĕкĕсем, çемçе теттесем, улăм пĕрчисенчен, кĕрперен тата тĕрлĕ тĕслĕ хутсемпе илемлетнĕ япаласем...

А.Быкова вара ачасене вĕрентме питĕ кирлĕ япала - «Дидактика минтерĕ» - парнелерĕ. Анастасия Петровна  Калининăри шкул-интернатра ĕç урокĕсене ертсе пырать, ку «минтере» те вăл хăй ăсталанă. Ачасемшĕн вăл чи хаклă  парне вырăнне пулĕ.

Ача садĕнче çакнашкал выставкăсем йĕркеленин пĕлтерĕшĕ пысăк. Çакă пĕчĕккисене те ĕçе хăнăхтарма май парать. Чи лайăх ĕçсемшĕн Калининăри ача сачĕн заведующийĕ Р.Г.Позинова ашшĕ-амăшĕсене парнесемпе чысларĕ, вĕсене  тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн ăшă сăмахсемпе тав турĕ.

С.И.Павлова воспитателĕн ырă енĕсене те палăртса хăвармалла. Вăл кăçалтан хăйĕн ĕçне çĕнĕлĕх кĕртрĕ, «Сообщество» программине тĕпе хурса  тимлеме тытăнчĕ. Уçă алăксен кунĕнче хăйĕн  ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, «туслăх упражненийĕсем» ирттерчĕ. Çĕнĕ программăпа усă курса ашшĕ-амăшĕсемпе ачасемпе пĕрлешсе чăваш халăхĕн  «Пукане» юмахне лартса пачĕç, ача садĕнчи пукане театрĕ валли теттесем, кĕпесем çĕлерĕç. Аслисем кунашкал тĕлпулусене тăтăшах ирттермеллине палăртрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
31 марта 2004
00:00
Поделиться
;