Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕтĕм шанăç çамрăксенче

Нацие çăлас, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес тесен тĕрлĕ меслетпе усă курмалла. Кунта малтанах вăйпа сипленни юрăхлă. Чăваш ен çыннисен мĕнпур сийне массăллă спорта анлăрах явăçтарасси, канăвăн активлă формисене аталантарасси çине республика правительстви юлашки çулсенче пысăк тимлĕх уйăрать. Сывă пурнăçа тытса пыни çамрăксене киревсĕр йăласенчен те хÿтĕлет - шăпах çак шухăш çинче никĕсленнĕ ĕнтĕ Н.Федоров президентăн çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ çинчен калакан указĕ.

Сывлăх пурнăçăн чи пысăк пуянлăхĕ, ăна нимĕнпе те улăштараймăн. Сывă çын кăна тĕллевсене пурнăçлама, малашлăха çирĕппĕн утма пултарать. Çавăнпа та пирĕн паянхи тĕп задачăсен шутĕнче малти вырăнта - сывă пурнăç йĕркине вăйлатасси, çамрăксене кирлĕ ĕçе явăçтарасси.

Республикăра экономика лару-тăрăвĕ çивĕч пулин те Президент сывлăха сыхлассине, физкультурăпа спорта аталантарассине тĕпе хунин сăлтавĕсене кашниех туйса, курса тăратпăр. Наркомани, алкоголизм чирĕсем, чĕлĕм туртасси “çамрăкланса” пыни унăн кăна мар, пĕтĕм обществăн “чирлĕ” вырăнĕ. Кун пекех пулсан вара наци пуянлăхне ÿстерес тĕлĕшпе пысăк утăм тăвасси çинчен калаçма иртерех.

Районта республика ертÿçин указне пурнăçласа 2004 çул валли спорт мероприятисен анлă программине туса хатĕрлерĕмĕр. Çулталăк пуçламăшĕнчех ку енĕпе ятарлă комисси ĕçлеме пуçларĕ. Тĕслĕхрен, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Игнатьев ертсе пынипе январь-февраль уйăхĕсенче кашни ял администрацинче пултăмăр. Кунашкал тĕл пулусем отчетлă пухăва, культура программине, спорт ăмăртăвĕсене пĕрлештерчĕç.

Ял çыннисемпе тĕл пулса калаçни “çимĕçне” те пачĕ, паллах. Вĕсем тăрăх эпир хăш çĕрте халăхпа, уйрăмах çамрăксемпе, ĕçлессине мĕнлерех йĕркеленипе паллашрăмăр, тивĕçлĕ хак пама пултартăмăр. Ку тĕлĕшпе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан ял администрацийĕсене те палăртмалла. Вĕсен шутне ярмушкасене, уйкас-кипексене, упнерсене, мăн-явăшсене, калининăсене кĕртмелле. Ку ялсенче спорт чăннипех “пурăнать”, теессĕм килет. Çамрăксем каçсерен спортзалсенче ÿт-кĕвĕ пиçĕхтерни пĕр-пĕрин хушшинче юлташла ăмăртусем ирттерни япăх-и вара;

Çамрăксене вĕрентсе пыракан, тĕрĕс çул кăтартакан кирлĕ. Шел, хăшпĕр ял администрацийĕнче пуçлăхпа яш-кĕрĕм хушшинче туслă çыхăну, ырă тĕслĕх кăтартакан çук. Çакă тĕлпулусенче те сисĕнчĕ, килĕшсе ĕçлеменни тавлашу кăларса тăратрĕ.

Ялти çамрăксем ахаль те сывлăхлă, тенине час-часах илтме пулать. Пĕр енчен шутласан çаплах та пулĕ: утатăн-и, чупатăн-и, çăлран шыв кăларатăн, вутă çуратăн - сывă пурнăçпа пурăнатăн. Тепĕр енчен, спорт ăмăртăвĕсем кăмăл-туйăма хăпартлантараççĕ, сиенлĕ йăласенчен писме пулăшаççĕ. Ан тив, паллă спортсмен пулаймăн эсĕ, çапах йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренĕн, чăтăмлă пулма хăнăхăн, сан хыççăн ыттисем те спорт енне туртăнĕç.

Ялсенче спорт тепĕр хут “чĕрĕлме” тытăнни сисĕнет. Çакă районти ăмăртусене хутшăнакансем активлă пулнинчен те курăнать. Волейбол, шашка-шахмат, теннис, йĕлтĕрпе чупассипе йĕркеленĕ мероприятисем районта, акă, анлă, ăнăçлă иртрĕç. Тен, хăшĕсем ку хутĕнче начартарах ăмăртрĕç, анчах, шанас килет, теприне валли вĕсем тăрăшарах хатĕрленĕç, тренировкăсенче вăй-халне çирĕплетĕç.

Çÿлерех асăннă спорт ăмăртăвĕсем - палăртнă ĕçсен пĕр пайĕ кăна-ха. Кăçалхи мероприятисен графикĕ пуян та нумай енлĕ. Вĕсене Вăрнарта кăна мар, ял администрацийĕсенче те ирттерме палăртнă. Спорт пурнăçăн уйрăлми пайĕ пулса тăтăр, кашниех хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăштăр, сывă пурнăç йĕркипе туслаштăр - акă мĕнлерех пирĕн тĕп тĕллев.



"Çĕнтерÿ çуле"
31 марта 2004
00:00
Поделиться
;