Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пуху хыççăнхи пĕтĕмлетÿсем

Вăйра тăракан саккунсемпе килĕшÿллĕн ял хуçалăх предприятийĕсенче кашни çулах отчет тата отчетпа суйлав пухăвĕсем пулаççĕ. Пирĕн корреспондент район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕпе А.Ильинпа курса калаçнă, кăçал районта çак кампани еплерех иртни çинчен класа пама ыйтнă.

- Александр Илич, кăçалхи отчет тата отчетпа суйлав пухăвĕсен кампанийĕ вăхăтĕнче, ытти çулхисемпе танлаштарсан, уйрăмлăхсем пулчĕç-и;

- Çук, пысăк уйрăмлăхсем пулман. Пухусенче яланхи пекех хуçалăхсен ертÿçисем, ревизи комиссийĕсем отчет туса панă, яваплă работниксем хăйсен участокĕсенче ĕçсем еплерех пыни çинчен каласа кăтартнă. Тĕрĕссипĕ çак  пухусене хуçалăха çÿлтен пуçласа аялла çитичченех «кисретес» шухăшпа ирттермеççĕ. Вĕсен тĕллевĕ - хуçалăхăн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕ еплерех пынине тĕплĕн сÿтсе явасси, çитменлĕхсене тишкерсе вĕсене пĕтермелли, малалла, аталанмалли майсене палăртасси. Çитменлĕхсем вара сахал мар. Паянхи куна районти  ял хуçалăх предприятийĕсенчен çуррине яхăн тупăш илсе  вырăнне  тăкаклă ĕçлесе пырать. Акă, «Знамя труда»  ял хуçалăх производство кооперативне илер. Хуçалăхăн бюджет тата бюджет тулашĕнчи фондсем умĕнчи парăмсем, налуксемпе пĕрле, 5 миллион та 24 пин тенкĕпе танлашаççĕ. Кунсăр пуçне ĕç укçи вăхăтра паманнипе 500 пин, ытти организацисен умĕнче тепĕр çур миллион парăм. Апла пулин те кăçал хуçалăх парăмсене каяраха хăварса тÿлемелле (реструктуризаци) тăвассиишĕн хыпăнмарĕ. Енчен те реструктуризаци туса паянхи налуксене  вăхăтра тÿлесе пырсан  çăлкас-кăкшăмсенне пенисемпе штрафсене 3 миллион та 71 пин тенкĕ «списать» тăваççĕ. Чăн та, юлашки вăхăтра хуçалăхра ку тĕлĕшпе ĕçлеме тытăнчĕç.

Асăннă кооператив çулсерен тăкаклă ĕçлесе пырать. Çакă, тĕпрен илсен, ял хуçалăх культурисен тухăçĕ тата выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ пĕчĕк пулнипе çыхăннă. Пĕлтĕр Кăкшăм тăрăхĕнче пĕр гектартан 14,7 центнер кăна тĕш тырă пуçтарса кĕртнĕ. Виçĕмçул 16,3 центнер пулнă. Çĕрулми тухăçĕ 201 центнертан 96,7 центнера çити анса ларнă. Самăртакан ĕне выльăхсем талăкра 300-шер грама янхăн çеç хушăнса пынă. Сăвăм 1972 килограмм кăна. Виçĕмçулхинчен 22 килограмм сахалрах. Çапла аш-какай туса илни хуçалăха 609 пин тенкĕ, сĕт туса илни 487 пин  тенкĕ тăкак кÿнĕ. Вăтам ĕç укçи 482 тенкĕпе кăна танлашать. Ĕç дисциплини, учетпа отчет тивĕçлĕ шайра мар. Доверенноçпе илсе килнĕ япаласене складра приходламаççĕ, запас пайсене механизаторсем урлă «списать» тăваççĕ.

Хуçалăхри отчетпа суйлав пухăвĕнче кооператив  ертÿçи Е.Иванов ĕçрен тухасси пирки ыйту хускатрĕ, анчах та вăл çакăн пирки ыйтса хут çырман пирки ку ыйтăва татса памасăрах хăварчĕç. Каярахпа вара ку ыйтупа  ятарласа пуху ирттерме тиврĕ. Хальхинче «Знамя труда» хуçалăха ертсе пыма Андрей Валерьевич Петрова шанчĕç. Çынсем пулăшса пынипе çамрăк пуçлăх кооператива парăмсен авăрĕнчен кăларса аталану çулĕ çине тăратасса шанас килет.

- «Знамя труда» пек йывăрлăх тÿсекен хуçалăхсем районта татах пур-и;

- Çапла, пирĕн тăкаклă ĕçлесе пыракан хуçалăхсем сахал мар. МТС «Яуши» ял хуçалăх производство кооперативĕ те, акă, çав шута кĕрет. Явăшсен ĕç укçипе кăна парăм 1 миллион та 26 тенкĕ пухăннă. Çынсем çур çул ытла укçа илеймеççĕ. Пĕлтĕр тĕш тырăсене йăлтах пуçтарса кĕртмен. Çĕрулмине те аран-аран кăларса пĕтерчĕç. Учетпа отчета япăхтарса янă. Çунтармалли-сĕрмелли япаласене çирĕп шута илмен, унпа кам мĕнле пĕлнĕ, çапла хуçаланать. Техникăпа тĕрĕс усă курмаççĕ. Çавна май явăшсем иртнĕ çулта отчетпа суйлав пухăвĕ пуличченех пуçлăха улăштарчĕç, В.Сергеев вырăнне хуçалăхра тĕп агроном пулнă С.Иванов ĕçлеме пуçларĕ. Паллах, кĕске вăхăтра татăклă улшăну тума çук. Апла пулин те хуçалăх парăмсене реструктуризаци туса пĕтерчĕ. Çĕнĕ ертÿçĕн учетпа отчет ĕçне лайăхлатсан, дисциплинăна вăйлатсан, ĕç укçине вăхăтра парса пырсан кăна хуçалăха малалла аталантарма май килнине самантлăха та манма юрамасть.

«Гвардеец» ялхуçалăх производство кооперативĕнче те лару-тăру питĕ япăх. Ярмушкасем пĕлтĕр 200 гектара яхăн тĕш тырăсене пуçтарса кĕртмесĕр хăварнă. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышĕ чаксах пырать, сĕт сахал сăваççĕ. Пĕлтĕр 1 миллион тенкĕ ытла тăкак тÿснĕ. Ĕç укçине те вăхăтра параймаççĕ, 236 пин тенкĕ парăма кĕрсе кайнă. Бюджет тата бюджет тулашĕнчи фондсем умĕнчи парăм 4 миллион та 71 пин тенкĕпе танлашать. Хуçалăх лизингпа илнĕ техникăшăн та татăлса пĕтмен. Çавна  май лизингпа  тивĕçтерекен организаци ку техникăна каялла илес хăрушлăх пур.

Тĕлĕнмелле пулин те Кольцовкăри хăй вăхăтĕнче  10 ытла Социализмла Ĕç Геройĕ çитĕнтернĕ Коротков ячĕллĕ кооператив та çăлкас-кăкăмсемпе мăн-явăшсен тата ярмушкасен шайне анса ларчĕ. Хуçалăхăн хăйĕн бюджет тата бюджет тулашĕнчи фондсем умĕнчи парăмсем 5 миллион та 490 пин тенкĕ пухăннă. Кунсăр пуçне Ленин ячĕпе хисеплекен колхоз хăй вăхăтĕнче пухнă парăмсене 2 миллион тенкĕ тÿлемелле. Хуçалăх тупăш илес вырăнне тăкаклă ĕçлет. Уйрăмах лару-тăру юлашки çулсенче япăхланнă. Фермăсенче выльăх йышĕ чакса пырать, продуктивлăх пĕчĕк. Çуркунне акса хăварма кондициллĕ вăрлăх çук.

Ку шута çавăн пекех «Самолет», «Правда», «Маяк», «Янсарино», «Родина», «Агро-инвест», «Янишево» хуçалăхсене кĕртмелле. Вĕсенче пуринче те выльăх йышĕ чакса кайнă, ял хуçалăх культурисен тухăçĕ пĕчĕк, парăмсем вара  пысăк. Туçи Çармăсра,  акĕ, ĕç укçине çулталăк паман. Ыттисенче те ку  кăтарту темиçе уйăхпа танлашать.

- Çав хушăрах районта тупăшлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсем те сахал мар-çке.

- Çапла. Акă, «Янгорчино» тата «Хорнзор» ял хуçалăх  производство кооперативĕсене илер. Вĕсене районта лайăх пĕлеççĕ. Çĕрпелсемпе хурăнсур-çармăссен ĕçĕ-хĕлĕ пирки район хаçатĕнче те сахал мар çырнă. Карл Маркс ячĕллĕ тата «Броневик», «Искра», «Родник» хуçалăхсем те çултан çул тупăшлă ĕçлеççĕ, ĕç укçине вăхăтра парса пыраççĕ. «Победа» ял хуçалăх кооперативĕ пĕлтĕр кашни гектартан 46 центнер тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсем пуçтарса кĕртрĕ. Халĕ кашни ĕнерен 10 килограмм ытла сĕт сăвать. Хирпуçсем юлашки çулсенче кăна 3 МТЗ-82 трактор, тырпул пуçтарса кĕртмелли «Нива» комбайн, выльăх апатне пуçтарса рулона преслакан пресс-подборщик туянчĕç. «Юнтапа» кооператива те ăнăçлă аталанса пыракан хуçалăхсен шутне кĕртме пулать.  «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕ паянхи кăткăс лару-тăрура та выльăх-чĕрлĕх тата уй-хир продукчĕсем туса илессине пĕр шайра тытса пыма тăрăшать.

- Отчет тата отчетпа суйлав кампанийĕ иртсе кайрĕ. Виçĕ-тăватă хуçалăхсăр пуçне ыттисене малтанхи пуçлăхсемех ертсе пыраççĕ. Мĕн калама пултаратăр Эсир вĕсене хуçалăхсенчи ĕçе-хĕле юсаса яма пулăшас тĕллевпе;

- Патшалăх ял хуçалăхне малалла аталанма майсем туса парас тесе тăрăшать. Çак тĕллевпе кăçал та ял хуçалăх предприятийĕсене бюджет тата бюджет тулашĕнчи фондсем умĕнчи парăмсене каярах юлса тÿлеме (реструктуризаци тума) ирĕк пачĕç. Çак çăмăллăхпа усă куракан хуçалăхсене паянхи налуксемпе взноссене вăхăтра тÿлесе пырсан малтан пухăннă штрафсемпе пенисенчен хăтараççĕ. Анчах та «Знамя труда», Коротков ячĕллĕ тата ытти хăшпĕр хуçалăхсем çак майпа усă курса юлассишĕн вăхăтра хыпăнмарĕç, шутлă кунсем юлсан тин чупкалама пуçларĕç. Хуçалăха ăнăçлă аталантарас тесен  пур ĕçе те вăхăтра туса пынине нимĕн те çитмест.

Ĕç укçине вăхăтра паманни те хуçалăхсене сахал мар ура явать. Çавăн пирки çынсем производствăна хутшăнасшăнах мар, ĕç пахалăхĕшĕн тăрăшмаççĕ. Ĕçе вăхăтра пурнăçламасан ял хуçалăх культурисен тухăçĕ пĕчĕкленет, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ чакать. Ахальтен мар ĕнтĕ çултан çул тупăшлă ĕçлекен «Родник», «Искра», «Юнтапа», «Победа», Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Хорнзор» хуçалăхсенче, «Санар» агрофирмăра ĕç укçине кашни уйăхрах параççĕ, парăм çук.

Юлашкинчен çакна асăнса хăварасшăн. Хуçалăхсен ертÿçисене умра пысăк экзамен кĕтет: çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Кăçал суйланнă пуçлăхсемшĕн вăл çакăн пек пĕрремĕш пысăк тĕрĕслев пулса тăрать. Ăна еплерех тытнинчен  хуçалăх малалла аталанасси нумай килет. Кăçал тĕш тырăсен сутăн илекен хакĕ чылай ÿсрĕ. Çапла майпа тырпул çитĕтерни хуçалăхсемшĕн иртнĕ çулсенчи пек тăкаклă мар, тупăшлă пулать. Çавăнпа кашни хуçалăхрах çуракине кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа ирттермелле, май килнĕ таран пысăкрах тухăçлă тырпул çитĕнтерессишĕн тăрăшмалла. Ун чухне халĕ юлса пыракан хуçалăхсен  те ура çине çĕкленсе парăмсен авăрĕнчен тухма шанăç пулать.


"Çĕнтерÿ çуле"
31 марта 2004
00:00
Поделиться
;