Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Раççей конкурсĕнче çĕнтернĕ

Ачасене пур енлĕн аталантарас, анлă тавракурăмлă çитĕнтерес ĕçре хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ заведенийĕсем те пысăк вырăн йышăнаççĕ, çитĕнÿсем патне ăнтăлма хăнăхтараççĕ. Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕнче те, акă, ачасем хăйсен иленĕвне тупнă.

Кунта çÿрекенсем чăн-чăн илемлĕхе курма, туйма вĕреннисĕр, искусствăн тĕрлĕ енĕсене ăса хывнисĕр пуçне  конкурссене те хастар хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть хореографи уйрăмĕн кĕçĕн класс ачисем республикăри “Веселый башмачок” конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Иртнĕ вырсарни кун ÿнер шкулне çÿрекенсем каллех çĕнтерÿпе савăнтарчĕç. Çак кун Элĕкре иртнĕ хореографи ушкăнĕсем, Раççейри фестивальне хутшăнса аслă классем “Сумашедший вечер” эстрада ташшипе пĕрремĕш, кĕçĕн классем “Танец на поляне” ташшипе иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Руководителĕ - Ольга Ильинична Варюхина.



"Çĕнтерÿ çуле"
31 марта 2004
00:00
Поделиться
;