Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрă чирлисене те шеллемен

Кукăр алăллисем нихăçан та пĕтмеççĕ пуль - кашни кун пекех ют пурлăха çаратни çинчен илтетпĕр. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти 9-мĕш тата 10-мĕш классенче вĕренекен виçĕ туса мĕн çитмен-ши; Вĕсем - В., С. тата И. - эрнекун, каç сĕмлĕхĕпе усă курса, “Химик-2” коллективлă садра дачăсене тустарнă, тĕслĕ металл шыранă. Хăшпĕр çурт тăрринчен алюмини шиферсене сÿсе илнĕ, теприсене савăт-сапа пĕçертсе тухнă. Вăрланă япаласене кашниех пĕрер миххе тултарнă. Милици ĕçченĕсем вĕсене поселока таврăннă чухне тытса чарнă.

Пĕр кун маларах Вăрнарта пурăнакан вăтăр улттăри В. районти тĕп больницăн апат-çимĕç блокне чÿрече кантăкне илсе кĕнĕ. Çак путсĕр чирлисене те шеллемен - кунтан 20 килограмм услам çу пĕçертсе тухнă. Анчах вăрă ăна килне илсе çитереймен, патрульпе пост службин сотрудникĕсен аллине çакланнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
31 марта 2004
00:00
Поделиться
;