Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çурхи ыр кăмăллăх эрни

 

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров  республикăра пурăнакансене çурхи ыр кăмăллăх эрнине  пуçаруллă хутшăнма чĕннĕ. Асăннă мероприятие Социаллă политика министерстви, Çамрăксен патшалăх  комитечĕ,  общество пуçарăвĕсене хÿтĕлекен центр кăçалхи  ака уйăхĕн 16-24-мĕшĕсенче ирттереççĕ.

Çак акципе килĕшÿллĕн,  Чăваш Енре  (ку пуçарăва тата 150 çĕршыв хутшăнать) микрорайонсене тирпей-илем кĕртмелле,  йывăç лартмалла,  шкул картишĕсене,  скверсемпе  парксене тасатмалла, ыр кăмăллăх концерчĕсем ирттермелле,  укçа-тенкĕ, япала, кĕнеке, тетте пухса аслă ăру çыннисене, пĕччен пурăнакансене, инвалидсене,  ача çурчĕсене  пулăшмалла.

«Хăй  ирĕкĕпе пархатарлă ĕçе хутшăнас,  волонтер  туртăмне аталантарас туртăм  Европăра çуралнă пулин те -  вăл пирĕн  обществăшăн та ют мар. Çак акцие хутшăнни пире тата  çирĕпрех пĕрлештерĕ, чунăмăрсене тасатĕ,  чăтăмлă,  ырă пулма вĕрентĕ»,- тенĕ  Президент Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. 



"Çĕнтерÿ çуле"
06 апреля 2004
00:00
Поделиться
;