Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕр уйăх акăпăр-ши

 

Çурхи уй-хир ĕçĕсен калăпăшĕ пĕчĕк мар. Кăçал тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 14500 гектар ытларах акмалла, 1335 гектар çĕрулми лартмалла. Кунсăр пуçне пахча çимĕçсем 115,5 гектар, сахăр кăшманĕ 217, тымар çимĕçсем 427, пĕр çул ÿсекен курăксем 2194 гектар çитĕнтермелле. Çĕрпелсемпе хурăнсур-çармăссем ытти çулсенчи пекех 10-шар гектар вăрă суханĕ туса илме палăртнă. Иртнĕ кĕркунне чылай хуçалăхсем йĕпе-сапа çанталăка пула кĕрхи çĕртме туса хăварманнине шута илсен çурхи уй-хир ĕçĕсен калăпăшĕ ытти çулхисенчен 15 процента яхăн пысăкрах пулать. Çанталăка сăнаса тăракансемпе тивĕçлĕ ведомствăсенчи специалистсем каланă тăрăх кăçал çуркунне ир килнĕ пирки çурхи уй-хир ĕçĕсем яланхинчен пĕр е икĕ эрне маларах пуçланма пултараççĕ.

Çурхи уй-хир ĕçĕсен калăпăшĕ ÿснине шута илсе кашни хуçалăхрах ял хуçалăх культурисене агротехника тĕлĕшĕнчен лайăх вăхăтра тата пысăк пахалăхпа акса-лартса хăварас тесен яланхинчен тăрăшуллăрах пулма тивет. Çавна май тракторсемпе кăкарса ĕçлемелли машинăсене çак кунсенчех юсаса пĕтермелле, хатĕррисен линейкине лартмалла, çунтармалли-сĕрмелли япаласене кирлĕ чухлĕ хатĕрлесе хумалла, механизаторсем те кирлĕ чухлĕ пулмалла. Анчах районти ял хуçалăх предприятийĕсенче ку тĕлĕшпе пысăк çитменлĕхсем пур. Халĕ хуçалăхсенче 463 трактор шутра тăрать. Пурте йĕркеллĕ ĕçлесен вĕсем ял хуçалăх культурисене вăхăтра акса-лартса хăварма çитеççĕ. Анчах та виçĕм кун çак хисепрен 301-шĕ, е 65 проценчĕ кăна, юсавлă пулнă. Экономикăна малалла аталантарассишĕн тăрăшакан хуçалăхсем “хурçă утсене” уй-хире тухма çывăх вăхăтрах хатĕрлесе çитереççĕ. “Санар” агрофирмăн, акă, 19 трактортан 16-шĕ, е 84 проценчĕ, юсавлă. Çĕрпелсен ку кăтарту 82 процентпа, хурăнсур-çармăссен 78, кушар-юнтапасен 73, аçăмçырмисен 71, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче вара 94 процентпа танлашать. Çав хушăрах “Абызово”, “Родина” хуçалăхсенче тракторсен 44 проценчĕ, “Маякра” 43, “Янишево” ял хуçалăх предприятийĕнче 36 проценчĕ кăна юсавлă. Çакă çурхи уй-хир ĕçĕсем вăраха тăсăласси патне илсе пыма пултарать. Акă, енĕшсен кăçал ял хуçалăх культурисене 200 гектар ытла акса-лартса хăвармалла. Пĕлтĕр кĕрхи çĕртме туман. Çавна май тăпрана икĕ хутчен культиваци туса кăпкалатма кăна 16 кун кирлĕ. Акма 6 кун каять. Енчен те техника çĕмĕрĕлсе ларма пултарнине, çунтармалли-сĕрмелли япаласем тепĕр чухне пĕтсе ларнине тата ытти чăрмавсене шута илсен ку хуçалăхра çурхи уй-хир ĕçĕсем уйăха яхăнах тăсăлас хăрушлăх пур.

Кăкарса ĕçлемелли машинăсемпе те лару-тăру çакăн евĕрлех. Районĕпе дисклă сÿресен 75 проценчĕ, сеялкăсен 65, культиваторсен 60 проценчĕ кăна юсавлă. Сеялкăсен юсавлăхĕ вăрман-кипексен 25 процентпа, вăрманкассемпе çăлкас-кăкшăмсен 40, туçи-çармăссен 50 процентпа çеç танлашать. Вăрман-кипексемпе çăлкас-кăкшăмсен культиваторсен 30 проценчĕ, кив-мĕлĕшсен 33, енĕшсен 40 проценчĕ кăна ĕçе тытăнма хатĕр. Юлашки çулсенче хуçалăхсенче пуринче те тенĕ пекех кăкарса ĕçлемелли машинăсене юсасси кая юлса пынă май вĕсене уя регулировка тумасăрах илсе тухаççĕ. Кун пек чухне уй-хир ĕçĕсен пахалăхĕ пирки калаçмалли те çук. Ку вара тухăçа чакарать. Çакă çеç те мар. Васкаса юсанă техника ытларах çĕмĕрĕлет, çавна май саппас пайсем нумайрах кирлĕ пулаççĕ. Вĕсем вара кашни хуçалăхрах кирлĕ чухлĕ çук, хакĕ те пĕчĕк мар. Республикăсем хушшинчи “Агроторг” пĕрлешÿ хуçалăхсене саппас пайсене çураки вăхăтĕнче кĕске вăхăтлăха тÿлевсĕрех парать. Укçине каярахпа тÿлемелле. Коротков ячĕллĕ тата “Знамя” хуçалăхсем “Агроторг” пĕрлешÿпе саппас пайсене кайран татăлмалла илме килĕшÿ тунă.

Çунтармалли-сĕрмелли япаласем тĕлĕшпе те лару-тăру чаплах мар. Кăçал çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама вĕсем пурĕ 800 тонна кирлĕ пулаççĕ. Халлĕхе хуçалăхсенче 241 тонна пур. “Янгорчино”, Карл Маркс ячĕллĕ, “Победа” хуçалăхсем вĕсене кирлĕ чухлех кÿрсе килнĕ. Ял хуçалăх техникумĕ 61 процент, “Гвардеец” ял хуçалăх кооперативĕ 70 процент чухлĕ хатĕрлесе хунă. “Санар” тата “Родник” агрофирмăсем çунтармалли-сĕрмелли япаласене “Чувашнефтепродукт” акционер обществи урлă илме укçа куçарса панă. Çав хушăрах “Янишево”, “Маяк”, “Правда”, “Абызово”, МТС “Вурнарская”, МТС “Яуши” хуçалăхсен техника çăвĕсем тата топливо пачах та çук. Вĕсене çунтармалли-сĕрмелли япаласемпе типĕ сĕт завочĕ тата  аш-какай комбиначĕ кайран выльăх-чĕрлĕх продукчĕсемпе татăлмалла пулăшма пултараççĕ. Типĕ сĕт завочĕ 200 тонна, аш-какай комбиначĕ 100 тонна хатĕрлесе хунă. Кăçал вун сакăр хуçалăх хăйсен парăмĕсене реструктуризаци тунă. Çак ĕçе маларах пурнăçланисем çурхи уй-хир ĕçĕсем валли çăмăллатнă йĕркепе укçа кивçен илме пултарчĕç.

Анчах кирек епле пулсан та çуракинчи ăнăçу пуринчен малтан механизаторсенчен килет. Районта опытлă, пысăк квалификациллĕ механизаторсем сахал мар. Çав хушăрах МТС “Яуши”, Коротков ячĕллĕ, “Правда” хуçалăхсенче вĕсем çитмеççĕ. “Знамя труда” тата “Янишево” ял хуçалăх производство кооперативĕсенче вара инженерсемпе механиксем те çук. Вĕсен тивĕçĕсене хуçалăхсен пуçлăхĕсем хăйсем туса пыраççĕ. Анчах пĕр çын кирек епле пулсан та темиçе ĕçре лайăххăн ĕлкĕреймест. Çуракинчи ăнăçу çавăн пекех механизаторсене ĕçшĕн тÿлессине тĕрĕс йĕркеленинчен, укçа вăхăтра панинчен, тăрăшуллисене хавхалантарнинчен те нумай килет. Çаксене шута илмелле, çынсене производствăра инкек-синкек пуласран сыхласа хăварас тĕлĕшпе тивĕçлĕ условисем туса памалла.

Уя пĕрремĕш агрегатсем тухиччен нумай та юлмарĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсене мĕнле ирттернинчен ял хуçалăх культурисене туса илесси килнине манас марччĕ. Мĕншĕн тесен хуçалăх экономика тĕлĕшĕнчен аталанасси йăлтах çакăнпа çыхăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 апреля 2004
00:00
Поделиться
;