Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Спиридоновсен йĕкĕреш çуралнă

Сывлăх сыхлавĕн “Вăрнар район тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕнче ĕçлекен Спиридоновсен пысăк савăнăç: çак кунсенче вĕсен çемйине хăрасах икĕ чун хушăннă, арăмĕн йĕкĕреш çуралнă. Иккĕшĕ те арçын ача, çуралнă чухне кашниех виçĕ килограмм ытла тайнă. Амăшĕ те, ачисем те хăйсене лайăх туяççĕ. Çемье пуçĕ Владимир васкавлă пулăшу станцийĕн фельдшерĕ, чи пысăк категориллĕ специалист ята тивĕçнĕ. Вăл чирлисене пĕрремĕш пулăшу памашкăн кирек хăçан та çула тухма хатĕр. Вашават пулнăшăн, ырă кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ ăна çынсем. Мăшăрĕ, Алена, диета сестри. Районти тĕп больницăра чирлисем валли апат пĕçерме меню туса хатĕрлет вăл, апат пахалăхне тĕрĕслет. Спиридоновсен çемьере тепĕр хĕрача пур. Вăл пĕрремĕш класра вĕренет. Пĕрле ĕçлекенсем Владимирпа Алена Спиридоновсене пурнăçра яланлăх асра юлакан çак савăнăçлă событипе ăшшăн саламлаççĕ, пĕчĕк пепкесене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерсе ура çине тăратма ырă сунаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 апреля 2004
00:00
Поделиться
;