Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Утарти çурхи ĕçсем

           Пыл хурчĕсем мĕнлерех хĕл каçнине вĕсем çуркунне пĕрремĕш хут вĕçсе уçăлма тухсан тĕрĕс палăртма май килет. Ăнăçлă хĕл каçнисем вĕллерен туслăн, активлă вĕçсе тухаççĕ, çийĕнчех хырăмĕнче пухăннă каяшран пушанаççĕ. Ку çемьесене пăхма нумай вăхăт кирлĕ мар. Хĕл каçнă вăхăтра вăйсăрланнă хуртсем сÿрĕк вĕçеççĕ е вĕллерен вуçех тухмаççĕ. Çакăн сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Пыл хурчĕсем выçă пурăнсан, апат пахалăхĕ япăх пулсан тата чирлĕ чухне вăйсăрланса юлаççĕ. Кун пек хуртсене сыхласа хăварасси, вăй илтересси йăлтах утарçăран килет. Унăн ку çемьесене уйрăммăн пăхмалла, пуринчен малтан хуртсем вăйсăрланнин сăлтавĕсене палăртса пĕтермелле, утарти çурхи ĕçсене вăхăтра пурнăçласа пымалла. Районти хурт-хăмăр ĕрчетекенсен семинар-канашлăвĕнче шăпах çакă тата ытти ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Вăл апрелĕн 8-мĕшĕнче район администрацийĕн актовăй залĕнче иртет. Унта кăмăл пуррисем кашниех хутшăнма пултараççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 апреля 2004
00:00
Поделиться
;