Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ветеринарсен туслă коллективĕ

Çĕрпелти ветеринари участокĕ ĕçлеме пуçланăранпа çур ĕмĕр ытла иртрĕ. Ял-йыш хăй вăхăтĕнче кунта тăрăшнă Арсентий Дмитриева, Данил Григорьева, Валерий Кириллова, Николай Кузьмина ырăпа аса илет. Халĕ ялхуçалăх кооперативĕсемпе уйрăм çынсен выльăх-чĕрлĕхне тĕрĕс-тĕкел пăхса усрассипе çыхăннă яваплă ĕçсене çамрăксен коллективĕ пурнăçласа пырать. Участок заведующийĕ Валентин Николаевич Павлов. Вăтам шкул хыççăн Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ, Хусанти Бауман ячĕллĕ ветеринари академийĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Çĕрпелти участокра 1998 çулта ĕçлеме пуçланă. Паянхи куна кунта ĕçлекенсем “Янгорчино”, “Хорнзор”, “Победа”, “Мир” хуçалăхсен, Кайри Тукай, Хирпуç, Рункă, Çĕрпел, Хурăнсур Çармăс, Уравăш, Утар ялĕсенче пурăнакансен выльăх-чĕрлĕхне пăхса-асăрхаса тăраççĕ. График тăрăх çĕпĕр шыççинчен (сибирская язва), уртаракан, чума чирĕсенчен сыхланса выльăхсене прививка тăваççĕ, туберкулез, бруцеллез, лейкоз пуррине палăртма анализ валли юн илеççĕ. Çак ĕçсене ирхине ирех, выльăхсем кĕтĕве тухса кайиччен пурнăçлама тивет. Кун пек чухне вĕсене хуçалăхсен ветеринарĕсем пулăшаççĕ.

Выльăх чирлемесĕр пулмасть. Участока кĕрекен хуçалăхсем 1500, уйрăм çынсем 1235 ĕне, çулсерен 1500-2000 сысна усраççĕ, чăх-чĕп, хур-кăвакал, кроликсем нумай ĕрчетеççĕ, пыл хурчĕсем тытаççĕ. Ĕне пăрулаймасть е хыçне пăрахаймасть, выльăх чирлесе ÿкнĕ - ветеринари работникĕсем кирек хăш вăхăтра та пулăшу пама хыпăнаççĕ.

Валентинпа унăн мăшăрĕ Надежда Павловсем икĕ ача çитĕнтереççĕ. Асли 2-мĕш класра вĕренет, кĕçĕнни те кĕçех шкула çÿреме пуçлать. Килте йышлă выльăх-чĕрлĕх çитĕнтереççĕ.

Валентин Николаевич участокри Сергей Геннадьевич Игнатьевпа Тамара Николаевна Михайлова ветеринари фельдшерĕсем çинчен ырăпа аса илчĕ. С.Игнатьев кунта Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1998 çулта ĕçлеме пуçланă. Ялта ун пирки пурте ырăпа калаçаççĕ. Канмалли кун е çĕрле - кирек хăш вăхăтра та вăл чĕннĕ çĕре çитет, чирлĕ выльăха кирлĕ пулăшу парать. Ветеринари участокĕнче Çĕнĕ çула ирĕкре кĕтсе илесси йăлана кĕнĕ. Уяв чăрăшĕ патне кÿршĕре пурăнакансем те пухăнаççĕ, хуткупăс каласа юрлаççĕ, ташлаççĕ, тĕрлĕрен вăйă выляççĕ. Чăрăша кашни çулах Сергей вырнаçтарать. Вăл спортпа та туслă. Хуçалăхра иртекен спартакиадăсене активлă хутшăнать. Икĕ çул каялла Хурăнсур Çармăсри Н.Захарова учительницăпа пĕрлешрĕ, пĕтĕм ял ăмсанмалла чăваш туйĕ кĕрлеттерчĕç. Халĕ вĕсен çемйинче пĕчĕк хĕрача çитĕнет.

Тамара Николаевна Михайлова та Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Уравăша качча тухнă хыççăн пĕр вăхăт “Мир” хуçалăхра сысна ферминче ĕçленĕ. Анчах та мăшăрĕ чĕре чирне пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хыççăн каялла Çĕрпеле таврăннă, ветеринари участокĕнче санитаркăра ĕçлеме пуçланă. Тамара тирпейлĕ, çаврăнăçуллă хĕрарăм, пур ĕçе те вăр-вар тăвать. Халĕ участок кантурĕнче яланах ăшă, тирпейлĕ, таса. Стенасем çинче плакатсем вырнаçтарнă. Икĕ ача пăхса çитĕнтерет Т.Михайлова. Асли виççĕмĕш, кĕçĕнни иккĕмĕш классенче вĕренеççĕ. Пĕччен пулсан та вĕсене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе çын тума тĕллев тытнă амăшĕ.

Ветеринари участокĕн 0,7 гектар çĕр пур. Унта курăк çитĕнтереççĕ, хăйсемех çулса утă типĕтеççĕ. Кантур çуртне хутса ăшăтма вутă татса çураççĕ. Кăçал çурта çутçанталăк газĕпе хутса ăшăтмалла тăвасшăн.

Яланах хапăл туса кĕтеççĕ Çĕрпелти ветеринарсем пулăшу ыйтма пыракансене. Вăхăта тата çанталăк мĕнлерех пулнине пăхмасăр вĕсем кирек хăçан та чирлĕ выльăха сыватма хатĕр.


"Çĕнтерÿ çуле"
06 апреля 2004
00:00
Поделиться
;