Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çамрăксем сывă нацишĕн-и

Сывă пурнăç йĕркине халăхра сарас, çамрăксен социаллă пĕлтерĕшлĕ пуçарăвĕсене аталантарас, çынсене физкультурăпа спорт занятийĕсене анлăрах явăçтарас, вĕсен активлă канăвне йĕркелес тĕллевпе Чăваш Республикин Президенчĕ кăçалхи çула Çамрăксемпе  сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ тесе палăртрĕ.

Çамрăксем çĕршыв пуласлăхĕ тетпĕр, анчах вĕсем нацие çăлассишĕн чăннипех тăрăшаççĕ-ши; Кашни çын харпăрхăй сывлăхĕшĕн хăй яваплă, енчен те спорт туртăмĕ унăн чунĕнче пулмасан ăна сывă пурнăç йĕркине ниепле те хăнăхтарайман, тейĕ хăшĕ-пĕри. Çапах та яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç организмĕсене сиенлĕ япаласемпе наркăмăшланине хирĕç кирлĕ пек кĕрешмесен ĕç-пуç ырă енне улшăнмĕ. Çавăнпа вĕсенче çак туртăма “вăратмалла”, тĕрлĕ ăмăрту-мероприятисене явăçтармалла, вĕрентсе, çул кăтартса пыракан çеç кирлĕ.

Пĕр вунпилĕк çул каялла ялсенче ку енĕпе ĕçлекен ятарлă çын - спорторганизатор - пулнă-ха. Шел, вăхăт иртнĕçемĕн, хуçалăхсем юхăнма, пайланма тытăнсан, укçа-тенкĕ тивĕçменни халăхăн сывлăхĕшĕн тăрăшакансене те “хĕссе кăларнă”. Çав вăхăтрах çынсем спортпа та интересленме пăрахнăччĕ.

Юлашки çулсенче Чăваш ен правительстви массăллă спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕ. Çакна тĕрлĕ шайри ăмăртусем çине-çинех иртни те яр-уççăн çирĕплетет.

Пирĕн районта, акă, пĕтĕмпе 25 спортзал. Вĕсен ĕç графикне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин пăхса тухса çирĕплетнĕ. Çавăн пекех çамрăксен пушă вăхăтне йĕркелессипе спортзалсен ĕç-хĕлне тĕрĕслекен ятарлă ушкăн туса хунă. Ăна çамрăксемпе, физкультурăпа спорт тата çула çитмен ачасем енĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ А.Матвеев ертсе пырать.

Иртнĕ эрнере те комисси членĕсем çула тухрĕç. Туçи Мăратри вăтам шкула çитнĕ чухне 18 сехет те 30 минутчĕ. Пĕлнĕ тăрăх, кунта спорт занятийĕсене яланах малти вырăна хураççĕ. Çăмăл атлетика, волейбол, çамрăк армеецсен, теннис, йĕлтĕр спорчĕ енĕпе кружоксем ĕçлеççĕ. Физкультурăна юратман пĕр ача та çук шкулта. Уроксем пĕтсен те спортзалта ачасен сасси часах лăпланмасть.

Ял çыннисемшĕн те шкул алăкĕсем яланах уçă. Каçхи вăхăтра унта кашниех сывлăхне çирĕплетме пултарать. Ку ял çамрăкĕсем волейболла еплерех вăйлă вылянине маларах курнăччĕ те, тĕрĕслев вăхăтĕнче спортзал пушă пулни питĕ тĕлĕнтерчĕ. “Çамрăксем пылчăклă çанталăкра тухасшăнах мар çав, - пăшăрханарах пĕлтерчĕ шкул директорĕ Владимир Иванович Малов, спортзалта тем ĕçлекенскер. (Тĕрĕслев вăхăтĕнче çанталăк чăнах та пылчăклăччĕ - авт). - Хĕллехи вăхăтра сĕм çĕрлеччен волейболла, теннисла вылятчĕç. Çуркунне çитрĕ те ялта та тытăнса тăрасшăн мар вĕсем, инçет хуласене ĕçлеме тухса каяççĕ”. Ун сăмахĕсем тăрăх ялти хĕрарăмсем йĕрĕрех те правуртарах пулнине пĕлтĕмĕр, эрнере икĕ хутчен ăмăртмалла волейболла выляççĕ. Çумăрлă вăхăтра маччаран шыв шăпăртатнине те пăхса тăмаççĕ.

Спортзал уçă, тренерсем вырăнта. Çамрăксем çуккишĕн айăпне камра шырамалла; Сывă пулма кансĕрлекенни пылчăк-ши; Тен, сăлтавĕ çамрăксенче хăйсенех;

Мăн Явăшри вăтам шкулта та çакнашкал ÿкерчĕкех кĕтсе илчĕ. “Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем тин кăна тухса кайрĕç”, - пĕлтерчĕ хуралçă. Спортзал алăкне кунта та питĕрмен: кил - сывлăхна çирĕплет, анчах мăн-явăшсем те çак кун пылчăкран хăранă курăнать.

Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта ача-пăча сасси янăрани кăмăла çĕклентерчĕ. Арçын ачасем, пĕр вунпиллĕкĕн, хĕрсех кĕрешĕвĕн вăрттăнлăхĕсене ăса хыватчĕç. Вĕсене сăнанă май, ачасен вĕрентекенĕ ялти энтузиаст И.Сергеев пулнине пĕлтĕм. Çитĕнекен ăру шăпишĕн чăннипех пăшăрханакан çын иккен Игорь Николаевич, хăйĕн вăхăтне шеллеменни кăна мар, кĕрешÿ урокĕсемшĕн унăн кĕсйине пĕр пус укçа та пырса кĕмест. Ытти ялти çамрăксен унран тĕслĕх илесчĕ.

Спортзалта çамрăксем те чылайăнччĕ. Волейбол вăййисем пуçланиччен (вĕсем 19 сехетре тытăнаççĕ) вĕсем бильярдла вылятчĕç. Шкул директорĕ С.Андрианов, Н.Павлов физрук та кунтахчĕ.

Виçĕ çĕрте пулни районти пĕтĕм спортзал тĕлĕшпе пĕтĕмлетÿсем тума çителĕксĕр, паллах. Çапах та манас марччĕ: сывă пурнăç йĕрки, чăн малтанах, ăс-хакăл енчен сывă пулнине, этемлĕхĕн чи паха енĕсене - хитрелĕхе, сывлăха - упраса хăварнине çирĕплетет.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 апреля 2004
00:00
Поделиться
;